27 сентября 2013 г.
Çакнашкал пирĕн пурнăç йĕрки: пĕр ăру хыççăн тепри килет. Аслă ăру çыннисен пархатарлă та мухтавлă ĕçĕсем Тăван çĕршывăн мăнаçлăхĕ пулса тăнă. Ветерансен пуян пурнăç опычĕ, вĕсен ăсĕ халăхăн нимпе танлаштарма çук мулĕ, вĕсем Чăваш Ене тата аслă Раççее малалла аталанма пулăшаççĕ.
2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 4536 ĕç ветеранĕ, 994 тыл ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 47 участникĕпе инваличĕ, вăрçăра вилнĕ 204 салтакăн арăмĕ пурăнаççĕ. Вĕсене пурне те патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Акă, сăмахран, кăçалхи январь – сентябрь уйăхĕсенче 3251 ĕç ветеранне тата вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ 272 çынна уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕ 32998,5 пин тенкĕпе танлашнă. РФ Президенчĕн 2008 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă 714-мĕш номерлĕ "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн 238 ветеран çурт-йĕр туянма тата пурнăç условийĕсене лайăхлатма ирĕк паракан свидетельствăна алла илнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре хутса ăшăтнăшăн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме 19839,5 пин тенкĕ усă курнă.
Хисеплĕ пенсионерсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем! Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Эпир сирĕн çитĕнÿсемпе мухтанатпăр, общество пурнăçне паян та хастар хутшăннăшăн савăнатпăр, сиртен тĕслĕх илетпĕр.
Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей тата ăнăçу сунатпăр. Сирĕн килĕрте яланах ăшăлăх, хăтлăх хуçаланччăр, тăванăрсемпе юратакан çыннăрсем яланах сирĕнпе юнашар пулччăр.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче 14 сехетре пурне те хулари Культура керменне уяв каçне йыхравлатпăр.
Н.МАРКЕЛОВА,
Канаш хулипе районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх кÿрекен пай пуçлăхĕ.