АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăру лайăх енне улшăнать

25 сентября 2013 г.

 Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

2013 çулхи 8 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăри автомобиль çулĕсем çинчи лару-тăру пирки ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтернĕ. Çак вăхăтра республика территорийĕнче 1240 аварие шута илнĕ (иртнĕ çулхи ку тапхăрта – 1290), 148 çын (2012 ç. – 152) вилнĕ.

Шупашкарта отчетлă тапхăрта çул çинчи аварисен шучĕ 9,4 проц. чакнă. Çав хушăрах республикăн 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче аварисем ÿснине, 12 муниципалитетра çулсем çинче пĕлтĕрхинчен ытларах çын вилнине регистрациленĕ.

Ялан тенĕ пекех аварисен 30 проц. ачасен айăпĕпе пулать, çавна май Сергей Семенов вĕренекенсене çул-йĕр правилисене вĕрентес тĕлĕшпе шкулсенче çине тăрса ĕçлеме сĕннĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх – "Трасса медицини" программăна ĕçе кĕртнĕ май 2012 çулта инкек тÿснисем васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадисене кĕтнĕ вăхăт 13,7 минута çити чакнă (2006 çулта 25 минут пулнă).

Михаил Игнатьев республикăри çулсем çинче лару-тăру лайăхланнине палăртнă, çапах та Чăваш Енре тулаш сăлтавсенчен вилесси унчченхи пекех Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах.

Чăваш Ен территорийĕ тăрăх федерацин М-7 тата М-151 çулĕсем иртеççĕ, вĕсенче аварисен шучĕ – федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăкки. 2014 çулăн I çурринчех "Трасса медицини" программăпа ки-лĕшÿллĕн медицина службисене "Васкавлă пулăшу" автомобилĕсемпе туллин комплектлассине тивĕçтермелле – Михаил Васильевич Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствине çак ыйтупа тухма сĕннĕ.

Муниципалитетсен бюджечĕсене шкул çулне çитменнисен çĕнĕрен хута янă вĕренÿ учрежденийĕсене тата халĕ ĕçлекен ача сачĕсенчи кăçал уçнă хушма вырăнсене тытса тăма укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çинчен республикăн вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова пĕлтернĕ. Акă 2013 çулта шкул çулне çитмен ачасем валли хушма 3600 вырăн (6172 вырăн палăртнă) йĕркеленĕ. Кăçал çĕнĕ 2 садик уçнă, тата 9 хута яма пăхнă.

Чи çивĕч ыйту – çĕнĕрен уçнă ача сачĕсене укçа-тенкĕ уйăрасси. Çакăн валли 10 млн тенкĕ ытла кирлĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков муниципалитетсене бюджетран пулăшу кÿрессе пĕл-тернĕ.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников республика территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри вырсарни кун иртнĕ Нацисен кросĕн пĕ-тĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Чупăва Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенчи 53 пин ытла çын хутшăннă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирте ĕççи мĕнле пынине пĕлтернĕ. Çĕр ытлашши нÿрлĕ пулнипе çĕр улми кăларасси вăрах пырать. Республикипе илсен лартнă лаптăксен 52 проц. пухса кĕртнĕ, гектар тухăçĕ 153 центнерпа танлашать.

Пахча çимĕçе 153 гектар çинчен пуçтарнă, 70 гектар çинче кĕр тыррисем акнă. Хуласенче иртекен "Кĕр пуянлăхĕ" ярмăрккасенче ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем 1000 тоннăна яхăн çĕр улмипе пахча çимĕç сутнă.

А.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика