25 сентября 2013 г.
Шăхасанта пурăнакан педагогика ветеранĕ Алевтина Мышкина тепĕр çур çултан 80 тултарать пулин те, канăçсăр чунлăскер, диван çинче телевизор курса ĕçсĕр лармасть, çуркунне-çулла мĕн иртен пуçласа куç курми тĕттĕм пуличченех сад пахчинче тăрмашать. Хĕллехи каçсенче свитерсем çыхса вăхăт ирттерет.
- Аннен 5 ача пулнă, атте вăрçа тухса кайнă чухне чи кĕçĕнни çур çулта кăна пулнă, - аса илет иртнĕ вăхăтсене Алевтина Михайловна. - Эпĕ пĕр хĕрача, ыттисем - ывăлсем. Сакăр çулта çыхма пуçланă, кайран, çип сÿтсе пир тĕртнĕ. Тĕрĕ тĕрлеме те, çĕлеме те, çыхма та вĕреннĕ. Хамăн ачасене хамах кĕпе-тумтир çĕлесе тăхăнтарнă. Пальто та çĕлесе панă.
- Сирĕн хăвăрăн миçе ача, Алевтина Михайловна;
- Икĕ хĕр те пĕр ывăл, 4 мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Ывăл авланман, хампа пĕрле пурăнать, пĕр хĕрĕ Шупашкарта, çемьеллĕ. Тепри те çемьеллĕ, Швейцаринче, Женевăра тĕп-леннĕ. Упăшки Кăнтăр Америка çынни, индеец, Перуран, Моралес Хавьер тесе чĕнеççĕ. 2009 çулта 11-ĕн килсе кайрĕç ман пата хăнана: Индирен, Италирен, Бразилирен, Иракран, Англирен. Виçĕ кун çеç пурăнчĕç кунта, кайран Шупашкара кайрĕç. Мĕнле концерт кăтартрĕç кунта! Хĕрача Женевăра вырăс юррисен хорне йĕркеленĕ, çав хора çÿрекенсем килнĕ те ĕнтĕ Наташăпа тата кĕрÿпе пĕрле. Вĕсем пурте тахçан Раççейрен е Совет Союзĕнчен эмиграцине кайнисен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.
Эпĕ хам та икĕ хутчен Женевăна кайса килнĕ, ачасем Францине те илсе кайса кăтартрĕç. Татах чĕнеççĕ хăнана. Наташа та, Хавьер та Швейцаринче 12 çул пурăннă хыççăн çав çĕршыв гражданствине илнĕ. Халĕ вĕсем визăсăрах кирек хăш çĕршыва та тухса çÿреме пултараççĕ. Нумаях пулмасть Бельгие, Италие, Испание кайса килчĕç. Наташăн икĕ ывăл, пĕри Шупашкарта вĕренет, тепри хăйсемпе пĕрле, "институт высшего искусства" текен вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илет.
Наташа Шупашкарта Ульянов ячĕллĕ университетра физматра вĕренсе диплом илнĕ, анчах кунти диплом унта каймасть, çавăнпа унăн тепĕр хут Женевăри университетра вĕренсе тепĕр диплом илмелле пулчĕ. Темиçе çул колледжра ĕçленĕ хыççăн унти студентсем хăйсене тивĕçсĕр тыткаланă пирки преподаватель ĕçне пăрахрĕ. Халĕ бухгалтерсен курсне пĕтерчĕ те, кантăк тăвакан заводра бухгалтерта ĕçлет.
- Унта ĕç укçи мĕн чухлĕ илет-ши;
- Пирĕн укçапа шутласан 150 пин тенкĕ. Анчах унта налогсем пысăк тет, тата медицина пулăшăвĕсем те хаклă. Кĕрÿ кибернетика енĕпе курсра вĕреннĕ. Унăн ĕç укçи Наташăннинчен чылай пысăкрах пулас.
- Алевтина Михайловна, 80-мĕш çулсенче радиопа Ираида Вдовина юррисем янăратчĕç. Эсир унăн çывăх тăванĕ теççĕ. Тĕрĕсех-и;
- Тĕрĕсех. Унăн амăшĕ Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăш Туçара çуралнă. Эпĕ ăна "тетя Ира" тесе чĕнеттĕм. Кунта вăл темиçе хутчен те килнĕ. Ман упăшка Шăхасан больницинче шăл тухтăрĕнче ĕçленĕ те, Ираида Григорьевна кунта шăл ларттарнă. Пĕрре упăшка ĕçрен килетĕп тет, кантăк рами яр уçă, чÿречерен радиопа Ираида Вдовина юрлани илтĕнет тет. Пÿрте кĕтĕм тет те, пирĕн хăна сĕтел пуçтарнă, варрине пĕр кĕленче коньяк кăларса лартнă тет. Шăл лартса панăшăн çавăн пек тав тăвасшăн пулнă ĕнтĕ вăл. Туçари шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ Ираида Григорьевна. Килĕшÿллĕ çынччĕ.
- Апла пулсан, юрлас пултарулăх сирĕн йăхран йăха куçса пырать пулĕ; Эсир хăвăр та, çамрăк мар пулин те, сцена çинче юрлама пăрахман вĕт-ха; Шăхасанта ирттерекен концертсене те хутшăнатăр...
- Ман сасса мухтаççĕ итлекенсем. Анне те лайăх юрланă пирĕн. Унăн аппăшĕ Юля 1924 - 25 çулсенче Федор Павлов композиторпа чăваш юррисене юрлама Мускава та кайнă. Çав çулсенче паллă композиторпа пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк паян кун та упранать.
Алевтина Михайловна хăй Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Çичĕ пÿрт текен ялта çуралнă. Çичĕ класс пĕтерсен вăл амăшĕн Шăхасанта пурăнакан аппăшĕ патне пурăнма килет. Вĕсем упăшкипе иккĕшĕ те Шăхасанти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ, çемьере ача пулман. Алендеев Григорий Тимофеевич таврари паллă, пысăк пĕлÿллĕ çын пулнă.
- Йысна патне чăваш писателĕсемпе поэчĕсем йышлăн килетчĕç. Ятарласа мар ĕнтĕ, çула май, республикăн кăнтăр районĕсене вулакансемпе тĕл пулма кайнă чухне кĕрсе тухатчĕç. Уйăп Мишши, Стихван Шавлы, Леонид Агаков, Петĕр Хусанкай, Александр Алка, Ильпек Микулайĕ, Петр Львов - вĕсене пурне те паянхи пекех ас тăватăп. Григорий Тимофеевич мана тăтăшах сăра илме яратчĕ. Çавăн пек сăра ĕçсен (тен, сăра кăна та мар пулĕ) хĕрÿ калаçу пуçланатчĕ, тавлашса та илетчĕç, вăйăсем вылятчĕç. Пĕррехинче шÿтлеме юратакан Леонид Агаков пушă сăра кĕленчине мăйĕнчен çиппе çыхса çиппине йĕмми витĕр кăларчĕ те йытă çурине çалтса çÿренĕ пек урайĕнче сĕтĕрсе çÿреме пуçларĕ. Хусанкай пăхса ларчĕ-ларчĕ те чăтса тăраймарĕ: "Сисместĕн-им, Леонид, - тет, - хĕрача сан çине сивлевлĕн пăхать, пăрах хăвăн кĕленчÿне".
- Пăрахрĕ-и;
- Пăрахрĕ. Писательсем маншăн питĕ пысăк çынсем пек туйăннă. Час-часах вĕсене Кĕçĕн Çавал урлă Канаш еннелле те ăсатса яраттăмăр.
- Мĕншĕн килнĕ-ха вĕсем Григорий Тимофеевич патне;
- Ман йысна хăй те литературăна çывăх çын пулнă. Сăвăсем те çырнă вăл, "Чăваш коммуни" хаçатра та ĕçленĕ тесе калатчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем музыка ярса ташлама юрататчĕç. Пирĕн венски пукан пурччĕ. Эпĕ ун çине чи лайăх пластинкăсене 7 штук кăларса хутăм. Петр Львов, сăра ĕçсе тата ташласа хĕрнĕскер, пукан çине лач! пырса ларчĕ. Çатăрт! турĕç ман пластинкăсем. Питĕ юратаканни "Тирольская песня" пурччĕ, вăл чи çиелте выртнă. Çав тери кулянтăм. "Илсе паратăп сана, ан кулян!" - тесе лăплантарать мана Петр Львов.
- Илсе пачĕ-и;
- Каккуй унта илсе пама. Маннă ăна вăл.
Сире каласа кăтартам-ха: пирĕн ватă кукаçи 117 çул пурăннă. 1825 çулта çуралнă та 1942 çулта вилнĕ. Ăна çăва пуçĕ тунă. Вăл вилес умĕн çăва тулса кайнă та, ялти ватă çынсем калаççĕ тет: "Ах, Борис Семенович ан вилтĕрччĕ пĕрремĕш, атту вăл вилсен пире хăй çулне çитмесĕр масара йышăнмасть. Урăх çынна пытарасчĕ малтан". Хăçан çуралнипе вилнине çырса хунă юман юпа паян кун та ун вил тăпри çинче ларать. Унăн сакăр ача пулнă, иккĕшĕ учитель, пĕри коммерсант. Вара çав учительсем ялти тĕттĕм халăха хăйсен килĕнче хутла вĕрентнĕ сак çине лартса. Пĕри Емельян ятлă, тепри Лавренти пулнă. Эпĕ вĕсене иккĕшне те курнă, вĕсем те ашшĕ пек питĕ нумай пурăннă. Ман анне те 91-ре вилнĕ, Анфиса аппа 96-ра. Пирĕн кукаçин те 8 ача пулнă, пиллĕкĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, вĕсем питĕ хитре çынсем пулнă. Пирĕн тăвансенчен тахăшĕ турккăсемпе вăрçнă вăрçăран майра илсе килет. Те чеченка пулнă вăл, те кабардинка, те аварка - çавна пĕлеймерĕм. Çавăн хыççăн пирĕн йăхра питĕ хитре çынсем çуралма пуçлаççĕ.
Эпĕ хамăр йăхăн 12 ăрăвĕ таран тĕпчесе пĕлтĕм. Пĕтĕмпех хамăн тачка тетрадь çине çырса пыратăп. Анне юрланă чăваш юррисем те чылай çав талмудра.
- Алевтина Михайловна, сад-пахча ĕçне питĕ кăмăллатăр. Мĕн-мĕн ÿсет унта;
- Слива темиçе сорт, тĕрлĕрен сортлă панулми, облепиха, груша, абрикос, алыча. Уссури сливине Челябинскран çырăнса илнĕччĕ, вăл кăçал пĕрремĕш хут çимĕç пачĕ. Сап-сарă, шултăра, питĕ тутлă. Çак кунсенче Челябинскран тепĕр посылка килмелле. "Колоновидная яблоня", "курильский чай", кунта çук слива, груша, облепиха сорчĕсене çырăнса илтĕм. Çимĕç йывăççисене хамах сыпатăп, манăн пĕр груша çинче виçĕ сорт çимĕç парать. Иçĕм çырли йывăççисем садра 10 сорт ытла, пурте çимĕç параççĕ.
- Хĕлле сад пахчинче ĕç-пуç çук. Вăхăта мĕнле ирттеретĕр;
- Хĕлле свитерсем çыхатăп, ĕçсĕр вăхăт иртмест, иртнĕ хĕлле те çичĕ свитер çыхрăм. Пĕрне хамăн мăнукпа Женевăран килнĕ Никарагуа каччине Эммине парнелерĕм. Нихăçан та ĕçсĕр ларман.
- Сирĕн педагогика стажĕ пĕтĕмпе 40 çул, 36 çул Шăхасан шкулĕнче ĕçленĕ. Хăвăр вĕрентнĕ ачасемпе тĕл пулатăр-и;
- Халĕ ача мар ĕнтĕ вĕсем, çитĕнсе çитнĕ çынсем. Мана пĕрмаях тĕл пулусене чĕнеççĕ, парнесем параççĕ, "тархасшăн, ытларах пурăнăр, эсир пурăнни пире вăй парса тăрать", - теççĕ. Семенов Сергей иртсе кайнă чухне "эсир пахчара ĕçленине пăхни мĕне тăрать", тесе савăнтарса хăварать. Ман 80 çулхи юбилее те савăнăçлă лару-тăрура ирттересшĕн вĕсем.
Ман шутпа, шкулта класс сехечĕсенче çамрăксене ытларах пурнăçа юратма, вăхăтпа туллин усă курма вĕрентмелле. Пурнăç каялла килмест. Ĕмĕр кĕскине ватăлсан кăна ăнланса çитетпĕр, пурнăçăн кашни минутне усăллă ирттерме вĕренмелле учительсен...
В.ЛАПИН.