АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа чыслăн пурăнса ирттернĕ

25 сентября 2013 г.

 Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси маррине халăх каларăшĕ тахçанах тÿрре кăларнă. Паянхи пурнăçа ÿпкелетпĕр те, анчах пирĕн несĕлсен кун-çулне, вĕсем мĕн пур йывăр ĕçе алă вĕççĕн тата вăхăтра туса ĕлкĕрнине кинофильмри кадр пек куç умне кăларсан та пуçа вырнаçмасть. Мĕнле чăтнă-ха вĕсем; Паян ватă пулсан та çирĕп, вашават, ĕçлемесĕр лараймаççĕ. Алă ĕç ыйтать вĕсен.

Çак кунсенче Воронцовка ялĕнче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕ, нумай ача амăшĕ Варвара Васильевна Максимова 90 çул тултарнине паллă турĕ. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Эльвира Яковлева, Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Елена Мардарьева, ачисемпе мăнукĕсем, йышлă тăванĕ ăшшăн саламларĕç, сывлăх, ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнма, канлĕ ватлăх сунчĕç. Владислав Васильевич Варвара Васильевнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн юбилей ячĕпе çырнă открыткине, хаклă парне пачĕ.

Воронцовка ялĕ "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçултан пĕр çухрăмра вăрман хĕрринчи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ял пуçланса кайнăранпа кăçал шăп та 90 çул, ун тантăшĕ вара – Варвара Васильевна. Паянхи Воронцовка ялĕн вырăнĕ пĕр ĕмĕре яхăн каялла Вăрăмпуç ялĕн саппас çĕрĕ пулнă.

– Эпĕ Вăрăмпуçĕнче çуралнă. Пилĕк уйăха çитсен кукамайпа пĕрле çак вырăна куçса килнĕ. Тин çеç çуралнă алри ача кунта чи пĕрремĕш куçса килекенсен шутĕнче пулнă. Яла Воронцов хушаматлă çын пуçарса янă, каярах хăй Шелттеме куçса кайнă. Çавăн ятĕнчен Воронцовка ят пулса кайнă та, – паллаштарать ял кун-çулĕпе хисеплĕ ватă. Иртнисене лайăх астăвать вăл. Варвара Васильевна 80 çул тултарнă чухне ял никĕсленнĕренпе 80 çул çитнине уявланă. Апла пулсан кăçал ял та тăхăрвуннăра.

Тем те тÿснĕ ветеран. Вăрçă вут-çулăмне те хăй куçĕпе курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул В. Максимова вун саккăр тултарнă. Çитĕннисен шутне кĕнĕ хĕр хуçалăхра арçынпа тан вăй хунă: суха пуçĕпе сухаланă, ака тунă, тырă вырнă. Ватă çынсем ку ĕçсене паян та питĕ лайăх ас тăваççĕ. Вăрçă çулĕсенче окоп чавмалли ĕç Варваришĕн те ют пулман. Ăна вербовкăпа Ленинград облаçне окоп чавнă çĕре илсе кайнă.

– Вăрçă вăхăтĕнче Ленинград фронтĕнче пулнă эпĕ. Алла пăшал тытса çапăçманни кăначчĕ. Окопсем чаваттăмăр. Снаряд шăхăрса иртнине, мина çурăлса сирпĕннине хам куçпа курнă. Чаваттăмăр-чаваттăмăр та самолетсем килнине курсан кам вăрмана, кам окопа пытанаттăмăр. Иртсе кайсан каллех ĕçе пикенеттĕмĕр, – куççульне шăлать иртнине аса илнĕ май ветеран. – Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлесе ватăлтăм. Çамрăк чухне "Путь Ленина" колхозра, кайран "За коммунизм" совхозра вăй хунă...

1949 çулта Петр Порфирьевич Максимовпа çемье çавăрнă. Мăшăр сакăр ачана çутă кун пиллесе, тĕрĕс воспитани парса Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсене çитĕнтернĕ. Паян Варвара Васильевна ачисемпе пĕр именмесĕр мухтанма та, мăнаçланма та пултарать. Вĕсем районпа республикăн сумне кăна мар, Раççей чапне çĕклекен ачасем. Максимовсен çемйинче ултă ывăл – Владимир, Олег, Анатолий, Леонид, Николай, Петр тата икĕ хĕр – Валентинăпа Галина – ÿснĕ. Пысăк йышра ачапăча туслă çитĕнет. Ачисем пурте тенĕ пекех Воркута хулинче тĕп-леннĕ, унта пурăнаççĕ. Валентина ятлă хĕрĕ Камчаткăра пурăнать, пулă тирпейлекен заводра инженер пулса тăрăшать. Тепĕр хĕрĕ, Галина, тăван ялтах юлнă. Амăшĕпе пĕр урамрах пурăнать, вăхăт тупса ун патне кунне темиçе хут та кĕрсе тухать, кил-çурта тирпейлет, апатне те пĕçерсе çитерет. Галина Петровна нумайранпа Канашри финанс техникумĕнче тăрăшать.

Максимовсен ывăлĕсем вара пурте Воркутара. Пурте – шахтер. Тата хăш ялта пур çакăн пек династи (çырса пĕл-терĕр); Вĕсем улттăшĕ те "Воркутинская" шахтăн 8-мĕш участокĕнче бригадир пулса ĕçленĕ, "Шахтерская слава" медале тивĕçнĕ. Шел пулин те, паян йышра Олегпа Леонид çук, вĕсем шахтăри аварие лексе ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Владимир Петрович, Анатолий Петрович, Николай Петрович, Петр Петрович – Воркута хулин Хисеплĕ гражданинĕсем. Кунсăр пуçне Николай Петрович – Раççейĕн тава тивĕçлĕ шахтерĕ.

Ачисем тунă çакăн пек çитĕнÿсем, паллах, амăшĕн чун-чĕрине савăнтармасăр тăма пултараймаççĕ. Кунашкал ачасемпе, ентешсемпе мăнаçланма тивĕç эпир.

– Воркута пысăк хула мар. Максимовсене унта пурте пĕлеççĕ тесен пĕрре те йăнăш мар. 2012 çулта хула мэрийĕ пĕр тăван Максимовсен ячĕпе виçĕ кунлăх чаплă уяв туса пачĕ. Воркутари Культура керменне хулара пурăнакан мĕн пур халăх пуçтарăнчĕ пуль, – тет Максимовсен пĕр кинĕ, хунямăшне саламлама инçетрен килнĕскер. – Эпир çемьесемпе питĕ туслă пурăнатпăр. Пирĕн кинсем хушшинче чăваш та, Чулхула вырăсĕ те, азербайджанка та, пĕр сăмахпа – тĕрлĕ наци çынни. Аннен-хуняман 13 мăнук, 7 кĕçĕн мăнук пур.

Варвара Васильевна кил-тĕрĕшре кăштăртатать-ха, сывлăхĕ кăна тепĕр чухне хăй çинчен аса илтерет. Куçĕ лайăх курать, хăлхи илтет, ватлăхра пăхакансем пур. Çавăнпа та, Варвара Васильевна, сирĕн кун-çулăра малалла тăсмалла. Вăрăм тăрăхĕнчи вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕнче пулмалла. Сывлăхлă пулăр. Эпир вара сирĕн ачăрсен çитĕнĕвĕсем çинчен ыттисене каласа кăтартăпăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика