АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăннă телей аякка ан юлтăр

20 сентября 2013 г.

 Районта "Аслă ăру çыннисене чыс та мухтав" уйăхлăх пырать. Вăтапуç ял библиотекинче çак тапхăрта "Тупăннă телей аякка юлчĕ" ятпа кĕнеке выставки уçăлнă. Выставка пĕчченлĕх темине хускатнă. Çак туйăма çывăх çыннине çухатса пĕччен тăрса юлнă, ватталла сулăннă, чирлĕ çын кăна ăнланма пултарать. Пĕчченлĕх вĕсен чунне йывăр чул пек пусарса тăрса канăç памасть. Кунашкал çын ялсенче нумай. Канмалли кунсенче ачисем, тăванĕсем пырса çÿреççĕ пулин те ытти чухне вĕсем кунпа çĕре пĕччен ирттереççĕ.

Анчах та пĕчченлĕхре пуçа усманнисем те пур-ха, çакă савăнтарать те. Хăшĕсем ялти библиотекăна пыраççĕ те кĕнеке, журнал вуласа, сад-пахчара ĕçлесе чунне йăпатаççĕ. Акă, сăмахран, Нина Шемякина пенсионерка ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашне ертсе пырать. Нина Дмитриевна хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест. Вăл библиотека канашĕн членĕ те. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк нумай тытать.

Зоя Степанова пенсионерка та мăшăрне ир çухатнă, пĕчченех пурăнать. Ялти вулавăш çумĕнчи драма кружокĕн хастар членĕ. Зоя Германовна кăçал районти драма кружокĕсен конкурсĕнче "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацире Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ.

Пĕччен юлнă хĕрарăмсем, ĕç ветеранĕсем, пĕччен пурăнакан арçынсем те библиотекăна пымасăр пĕр кун та пурăнаймаççĕ. Вĕсен куллен кĕнеке алла тытса вуламалла, хаçат-журналти хыпарсене тишкермелле.

Чылай чухне эпир хамăр юнашар пурăнакан çынна асăрхамастпăр, унăн пурнăçĕпе кăсăкланмастпăр. Пĕрмай таçта васкатпăр, яланах вăхăт çитмест... Тавралла та çаврăнса пăхмалла. Пирĕн çывăх çынсем, тăвансем мĕнле пурăннипе интересленмелле, пулăшу кирлĕ мар-и вĕсене, е, тен, пĕр ăшă сăмах кăна кирлĕ вĕсене. Вара вĕсен умĕнче халиччен курман илемлĕх, ырăлăх тĕнчи уçăлать. Ватăсем хăйсем çĕр çинче пĕччен пулманнине, вĕсем çинчен те шутлакан пуррине туйса тăрĕç. Аслă ăру çыннисене чысламалли кун çывхарса килнĕ май çак ыйту çине тимлĕх уйăрни вырăнлă пулĕччĕ.

Ю.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика