20 сентября 2013 г.
Мĕн тери çаврăнăçуллă та тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕрарăмсем пурăнаççĕ Шăхасанта! Чи кăсăкли акă тата мĕн, вĕсем шутсăр пуçаруллă, яланах çĕнни, интересли шутласа кăларма пултараççĕ. Вĕсем "çÿлтен" хушасса кĕтсе лармаççĕ, ялти культура çурчĕн методисчĕ Ирина Анатольевна Петрова патне хăйсемех килеççĕ, мĕнле те пулин клуб е кружок йĕркелеме сĕнÿ параççĕ. Шăхасан ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем çителĕклех. Çулланнă хĕрарăмсем валли фитнес клуб, "Парчар" фольклор ушкăнĕ (вырăнти юхан шыв ячĕ), районти тĕп библиотека çумĕнче ватă çынсемпе инвалидсем валли "Забота" клуб ĕçлеççĕ.
Çулталăк çурă каялла Ирина Анатольевна патне ялти вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Любовь Григорьева, Шăхасанти ача-пăча музыка шкулĕн преподавателĕ Валентина Михайлова, библиотекăра ĕçленĕ Роза Рябчикова пынă та культура çуртĕнче ал ĕçне юратакан çынсене пĕр йыша пĕрлештерме пултаракан "Хозяюшка" клуб йĕркелесе яма сĕннĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен талантне халăха кăтартма пултарайман уçă саслă юрăçсем, ăста ташăçăсем сахал мар, кунта вара вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартаяççĕ.
Культура учрежденийĕн ертÿçисен, халĕ ĕнтĕ вырăнти ăстасен те, пĕрле пуçтарăнса калаçма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма сăлтав тупăнсах тăрать. Хăй вăхăтĕнче кинопрокатра ĕçленĕ Татьяна Семеновна Павлова пенсионерка тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пултарнине ялĕпех пĕлеççĕ. Пĕррехинче вăл клуба чăваш пÿремечĕ пĕçерсе килнĕ. Çын пĕçерме пĕлмен апат та мар ĕнтĕ, анчах хальхи вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕсем пÿремеч пĕçерсех каймаççĕ. Татьяна Семеновна пĕçерсе килнĕ çимĕç клуба çÿрекенсене тутипе те, тĕсĕпе те тĕлĕнтернĕ. Çак пÿремеч Мускаври куравра та малти вырăна йышăнма пултарнă пуль.
Ялти шкулта техслужащи пулса ĕçлекен Галина Фадеева çекĕлпе тем тĕрлĕ япала çыхать, тĕрлет, тури тата анатри чăвашсен кĕписене çĕлет, тухья тата хушпу ăсталать. Çак япаласене вăл кÿршисемпе пĕлĕшĕсем пырса панă пысăк пуканесене тумлантарать. Хăйпе пĕртăванĕн ачине парнеленĕ "Машăпа Упа" композици Смоленскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра малтисен шутĕнче пулнă.
Кунсăр пуçне Галина Фадеева районта кире пуканĕ йăтассипе палăрса тăрать. Унăн медальсем те пур. Республикăри ăмăртусене пĕрремĕш хут çичĕ çул каялла хутшăннă, ун чухне вăл пĕр пăт таякан кире пуканне 75 хут çĕкленĕ. Хăйĕн çулĕсене пăхмасăрах физкультура урокĕсенче вĕренекенсемпе хаваслансах волейболла вылять. Кĕçех вăл аллă тултарать. Килти сад тата кил умĕнчи пахчийĕсем илемлĕ чечек ăшне путнă. Иртен-çÿрен те Галина Федоровнăсен тĕлне çитсен васкамасăр утать, çурт умĕнчи илемпе киленет.
Эмилия Куропаткина нумай çул ялти прачечнăй заведующийĕ пулнă, халĕ пенсире. Вăл тĕрлеме, çыхма тата, ĕненетĕр-и, – хурт-хăмăрпа аппаланма юратать. Вăл çак ĕçчен пыл хурчĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Клуба занятине вăл нихăçан та пылсăр килмест. Пылпала чей ĕçме уйрăмах кăмăллă-çке-ха.
Надежда Никитина предприниматель Шăхасана кÿршĕллĕ Сител ялĕнчен çÿрет. Çекĕлпе çыхассипе ăна çитекен çуках тăр. Шăхасан шкулĕн вĕрентекенĕ Любовь Григорьева çыхать те, çĕлет те, ачасемпе çитĕннисем валли ăсталăх урокĕсем ирттерет. Вăл "Хозяюшка" клубăн чи хастар членĕсенчен пĕри. Ал ĕç ăсталăхĕпе ачасем валли кĕнеке кăларма хатĕрленет.
"Хĕлхем" ача сачĕн воспитателĕ Валентина Ильина тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тĕлĕнмелле хитре теттесем янтăлать.
"Ял хуçалăх техники" предприятире нумай çул вăй хунă Светлана Алексеева эрешлĕ япаласем çыхма кăна мар, юрлама та ăста. Чăваш эстрадин хăш-пĕр юрăçисем ăна çитеймеççĕ-ха.
Инна Михайлова, Роза Рябчикова, Людмила Мураховская, Рая Васильева, Лариса Николаева, Роза Гусарова, Маргарита Боголюбова, Нина Иванова, Ирина Осипова, Валентина Михайлова, Ольга Данилова, Алевтина Мышкина (тепĕр çур çултан 80 тултарать), Лидия Карпова çинчен те нумай каласа пама пулатаратăп. "Хозяюшка" клуб çумĕнче "Сударушка" ансамбль те ĕçлет, уçă саслă хĕрарăмсем вырăс халăх юррисене тата такмакĕсене хаваспах шăрантараççĕ.
В.ЛАПИН.