20 сентября 2013 г.
Ытлари кун район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ вăтăр иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов йĕркелесе пычĕ.
Депутатсем ĕçе пуçăниччен райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов вăрçă участникĕсен арăмĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен Сертификата пачĕ. Çак документа алла илме телей пÿрнисем ку хутĕнче Уйкасри Серафима Алексеевна Игнатьевăпа Анат Сурăм ялĕнчи Анастасия Александровна Смирнова салтак арăмĕсем пулчĕç. Кăçалхи çулла шыва путнă ачана çăлса хăварнăшăн район больницин васкавлă пулăшу фельдшерне Владимир Степанова Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Патшалăх Комитечĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Депутатсем пилĕк ыйту пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç: район Уставне кĕртнĕ улшăнусене çирĕплетрĕç.
Райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Андрей Поляков депутатсен Пухăвĕн район бюджечĕ çинчен калакан статйине кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ.
Депутатсем пĕр шухăшлă пулса райадминистрацин пуçлăхĕн çумне Анатолий Егорова тата Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн воспитательне Лариса Владимировăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине илме тăратрĕç.