АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн кайăксем чĕп çитĕнтереймерĕç

18 сентября 2013 г.

 Вĕçен кайăк-кĕшĕке, чĕр чуна пулăшма, сăнама ачаранпах кăмăллатăп. Уйрăмах чĕкеçе килĕштеретĕп. Шкулта вĕреннĕ çулсенче шăнкăрч вĕлли çуллен тунă. Çуркунне унăн юрри хăлхана кĕретчĕ те – чарăнса тăрса итлеттĕм. Кĕввипе халĕ те кăсăкланатăп.

Хур кайăк мăшăрне çухатсан тепринпе пĕрлешме васкамасть. Çăхан та иккĕмĕш хут çемье çавăрмасть-мĕн. Кун пек кайăк татах пур. Шăнкăрч валли çуллен икĕ вĕлле туса шалча çине вырнаçтаратăп. Иртнĕ çул пĕрремĕш çемьери шăнкăрч ( те аçи, те ами – пĕлмерĕм) йăвана сайра вĕçсе кĕнине асăрхарăм. Унăн мăшăрĕ апатпа чĕпсем патне 4-5 хутланă хушăра вăл ăманпа ара-ан çаврăнса çитет. Эрне тăршшĕпех вăйăн-шайăн ĕçлекелерĕ. "Пепкисене епле çитĕнтереççĕ-ши;" – тесе пăшăрхантăм.

Пахчана тухрăм та пăхатăп: кайăк çурчĕн виткĕчĕ çинче пĕри çеç, çăварĕнче хурт çук. Акă чĕпсем патне ăна хыпни çитрĕ. Çиллес кăмăллă хăй. Мăшăрне хăваласа ячĕ те вĕллене кĕрсе пĕчĕккисене çитерчĕ. Унтан тухрĕ те кăпшанкă шырама кайрĕ. Вăл куçран çухалсанах пахчара апатсăрри курăнчĕ. Пуçне вĕлле куçĕнчен чиксе пăхрĕ те ана еннелле çул тытрĕ. Кăштахран пепкесене пăхаканни çитрĕ, апатлантарчĕ те уялла вăрр! турĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ – лÿппертереххи килчĕ. Çăварне хурт тултарнă. Йăвана кĕмерĕ, апата вĕлле куçĕнчен шала чăмтарчĕ. Татах хире çул тытрĕ. Пилĕк минутран чĕпсене тăрăшса тăрантараканни çитрĕ, апачĕпе вĕллене кĕчĕ. Хăй илсе килнине те, мăшăрăнне те чĕпсене çăвартан хыптарчĕ: айвансем икĕ хутчен чĕвĕлтетсе илчĕç. Çав кунран пуçласа малтан апатлантарма кахаланаканни те мăшăрĕ пекех вăй хурса çитерчĕ. Иккĕшĕ кÿршĕри çемьерен нихăш енĕпе те уйрăлса тăмарĕç. Чĕпсене çитĕнтерсе вĕçме вĕрентрĕç, ушкăнпа пĕрлештерчĕç. Тепĕр чухне пепкесене тăван "килне" ертсе килчĕç.

Халĕччен эпĕ тăлăха юлнă чĕпсене апатлантарнă уйăхсенче аçи е ами тĕрлĕ сăлтава пула тусне çухатсан тепре мăшăрланнине асăрхаман. Амăшĕ е ашшĕ пĕччен тăрантарнине пепкесем ăнланмаççĕ паллах.

Вĕллесене кăçал та шăнкăрчсем Чăваш Ене вĕçсе киличчен ик-виç эрне малтан тасатрăм. Кăштах типĕ утă, тĕк-мамăк хурса патăм. Вĕсене хаваспах йышăнчĕç. Чăн та, иккĕмĕш йăвара пĕр шăнкăрч çеçчĕ. Çунаттисене саркаласах юрларĕ. Темшĕн хăй патне ют шăнкăрча çывăха ямарĕ, лешсем вĕçсе килсен те хăваларĕ. Ун патне каллех шăнкăрчсен ушкăнĕ килсе ларчĕ. Хальхинче ютсемпе хирĕçмерĕ. Пĕрле юрă та шăрантарчĕ. Эпĕ кĕтмен те – хăнасем тăлăха хăйсемпе пĕрле илсе кайрĕç. Хăй йышăннă йăвана эрнерен таврăнчĕ. Пĕчченех. Вĕллене утă, тĕк-мамăк йăтрĕ, кун каç еннелле сулăнсан юрă пуçларĕ. Пĕчченех кун хыççăн кун ирттерчĕ. Акă ялти шăнкăрчсем чĕп кăларчĕç, вĕсене вĕçтерме уй-хире ертсе кайрĕç, ушкăна пĕрлешрĕç. Иккĕмĕш йăвари мăшăрланаймасăрах çу каçрĕ. Пĕрремĕш йăвари мăшăрăн та ăнмарĕ. Вĕçсе килсенех йăва çавăрчĕç. Анчах чĕпсем чĕвĕлтетнине илтмерĕм. Ашшĕ-амăшĕ те куçран çухалчĕ. Мĕн пулчĕ; Пĕлеймерĕм.

Кăçал мана чĕкеçсем те синкерлентерчĕç. Малтан вăхăтрах йăва çавăрчĕç, чĕп кăларчĕç, апатлантарчĕç. Пĕр-икĕ эрнерен апатпа пепкисем патне килме пăрахрĕç. Аптрарăм. Йăва патне хăпарса пăхрăм: тăватă чĕппи вилнĕ, иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине пăхса лараççĕ. Чĕкеçсене те тем пулчĕ. Ахăртнех, чĕпсене чир ернĕ. Кун пеккине ас тумастăп. Пирĕн яла иленнĕ ытти кайăк шăпи те çавăн пекех вĕçленчĕ. Кăмăл хуçăлчĕ. Килес çул ăнăçлă пуласса шанатăп.

А.ЗАЙЦЕВ,

Кивĕ Шелттем ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика