АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмака инкек ан кÿтĕр

18 сентября 2013 г.

 Кĕркунне. Кĕçех хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланать. Çак вăхăтра шăпах пушарсен шучĕ те палăрмаллах ÿсет. Сăлтавĕ – юсавсăр кăмакапа тата элетрохатĕрпе усă курни.

Пушар хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем хутса ăшăтмалли тапхăрта вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Сирĕн кил-хуçалăхра инкек сиксе ан тухтăр тесен чи малтанах кăмакасен тата мăрьесен юсавлăхĕпе паллашмалла, электричество вăйĕпе ăшăтакан хатĕрсене тĕплĕн тĕрĕслемелле.

Кил-çурта ăшăтакан кăмакана стена, урай-мачча çумĕнчен сыхлану хатĕрĕсемпе уйăрмасан унпа усă курма юрамасть. Кăмака çăварĕ умĕнче яланах тимĕр листи пулмалла.

Учрежденисенче (кил-çуртра мар) кăмакана ĕç кунĕ вĕçлениччен икĕ сехет маларах хутса пултармалла. Больницăсенче – сипленекенсем çывăрма выртиччен икĕ сехет маларах.

Кăмакана хутса ярсан самантлăха та тимлĕхсĕр пăрахса ан хăварăр. Кăмакана пăхса тăма ачасене шанса хăварни те инкекпе вĕçленме пултарĕ.

Кăмака умĕнче вутă-шанкă ан упрăр. Вутă хутнă чухне чĕртсе ямашкăн бензин тата краççын таврашĕпе усă ан курăр.

Вентиляци каналĕсенчен мăрье тавраш ăсталама юрамасть. Кăмакана ытлашши хĕртсе ан ярăр. Çывăрма выртас умĕн кăмака сÿннипе сÿнменнине тĕрĕслеме ан ÿркенĕр. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнни сирĕн пурлăхăра кăна мар, пурнăçăра та сыхласа хăварĕ.

А.ДИМИТРИЕВ,

пушар хăрушсăрлăхĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика