АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетикăпа туслисен уявĕ

18 сентября 2013 г.

 Канмалли кунсенче спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем "Олимпийский" тĕп стадиона прессăн спорт фестивальне – "Советская Чувашия" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафетине пухăнчĕç.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавт летчика асăнса 75-мĕш хут иртнĕ чупăва хутшăнса республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен 300 ытла команди тупăшрĕ. Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ уçрĕ.

Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, "Советская Чувашия" хаçатăн генеральнăй директорĕ – тĕп редакторĕ Владимир Васильев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Иван Пакин, Раççей чемпионĕ тата рекордсменĕ Александр Порхомовский тата ыттисем саламларĕç.

"Çăмăл атлтика – çынсен чи юратнă спорт тĕсĕ, çавăнпа ăмăртусенче вăй виçекенсен йышĕ те яланах пысăк. 2015 çулта Шупашкарта иртекен Европа чемпионачĕ те çăмăл атлетикăна вăйлăрах аталантарма майсем туса парĕ тата çĕнĕ чемпионсене çитĕнтерĕ", – терĕ Михаил Васильевич. Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР Пуçлăхĕ спортпа журналистика ветеранне, эстафетăна 60 çула яхăн хутшăнакан "Хыпар" хаçатăн общество корреспондентне Юрий Плотникова, "Чăваш Ен" ПТРК корреспондентне Вячеслав Ильина тата "Советская Чувашия" хаçатăн ĕçченне Марина Ивановăна сехетсем парнелерĕ.

Ăмăрту VIP- чупуран пуçланчĕ. Старта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, паллă спортсменсем, патшалăх органĕсен ертÿçисем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ыттисем тухрĕç. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсенчен "Чăваш Ен" ПТРК командине çитекенни пулмарĕ. Ăмăрту йĕркелÿçисем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, "Чебоксарская правда" хаçат журналисчĕсем –виç-çĕмĕш. Çемье командисен хушшинче Пучковсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Çавăн пекех ЧР Ялхуçалăх тата Шалти ĕçсен министерствисен, Элĕк районĕн администрацийĕн маттурĕсем çĕн-терчĕç. Ытти ушкăнра та чи вăйлисемпе хăюллисем палăрчĕç. Чи пĕчĕккисемпе аслă ÿсĕмрисенчен ятарлă парнене Вăрмар тăрăхĕнчи çулталăк çурăри Арина Александрова тата 75-ри Шупашкар çынни Апполинария Владимирова тивĕçрĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика