АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсем çĕр улми кăлараççĕ

18 сентября 2013 г.

 Тинех ылтăн кĕркунне çитрĕ пулас. Тĕксĕм пĕлĕтсем хушшинчен сайра хутра та пулин вăтанса пăхса илекен хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтарма тăрăшать. Çĕр ĕçченĕ çумăрсăр кунсемпе туллин усă курма тăрăшать. "Иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртмелле вĕт-ха. Унсăр пуçне кĕр аки те тумалла. Юлашки вăхăтра час-час çумăр çуса тăнăран кĕрхи ĕçсем вăраха кайрĕç.

Иртнĕ шăмат кун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе пĕрле "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхе тата Д.Семенов фермер хуçалăхне çитсе унти уй-хир ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Кунĕ лайăх тăнипе усă курса асăннă хуçалăхсен уйĕсенче чăннипех те ĕç вĕретчĕ. "Цивильте" Александр Порфирьев механизатор "Джон Дир" тракторпа кĕрхи культурăсем акма çĕре культиваторпа сухалатчĕ. "Кунта кĕрхи тулăн "Московская 56" элитлă сортне акатпăр", – терĕ хуçалăх ертÿçи В.Ефимов пĕр тикĕс сухаланă ана çине кăтартса. – Планпа пирĕн кăçал 300 гектар акса хăвармалла. Паянхи кун тĕлне 140 гектар акнă. Кĕр тыррисенчен пысăк тухăç илес тесе вĕсене агротехникăна пăхăнса сентябрĕн 15-мĕшĕччен акмалла. Çак срокран кая юлас мар тесе тăрăшатпăр. Кĕр тыррисене кашни çулах ытларах акса хăваратпăр. Килес çулхи çанталăк кирек епле пулсан та кĕрхисенчен тухăç пурпĕрех тухать, – тет Вениамин Васильевич. Пĕлтĕр тырă сутса кăна кунта 2 миллион ытла тенкĕ тупăш илнĕ.

Çĕр улмине кунта кăçал 30 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Комбайн çукки чăрмав кÿрет. "Иккĕмĕш çăкăра" пухса тирпейлеме ял çыннисене те, ытти ялсенче пурăнакансене те явăçтараççĕ. Ĕçленĕшĕн тивекен укçана çав кунах параççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ хуçалăхра хушăнсах пырать, паян вĕсем 300 пуçа яхăн. Сăвакан ĕнесен шутне 100 пуçа çитересшĕн.

Д.Семенов фермер хуçалăхĕн çĕр улми уйĕнче çак культурăна кăларса пуçтаратчĕç. Владимир Иванов механизатор тытса пыракан копалка хыççăн йăран çине шап-шурă çĕр улми выртса юлать. Кăçалхи çулшăн тухăç япăх мар тухать. Çĕр улмине пуçтаракансем вĕтти-шултрине пĕрле пуçтарса машина çине тиеççĕ. Александр Якимов, Денис Семенов водительсем, Юрий Иванов тракторист çĕнĕ тухăçа йĕтем çине турттарса тăраççĕ.

– Кун пек пуçтарсан лайăхрах. Ана та таса юлать, çĕр улмине сеткăсем çине тултарса тăрса вăхăта ирттерместпĕр. Кăларнă çĕр улмине сарайне тăкатпăр, унта вара ял çыннисем шултрипе вăрлăха уйрăм суйлаççĕ. Вĕттине хурсене çитеретпĕр, – тет хуçалăх ертÿçи Д.Семенов. Сăмах май, Дмитрий Валерьевич ертсе пыракан фермер хуçалăхĕнче 11 пин пуç усраççĕ. – Çĕр улмине кăçал Çавал хĕрринчи йăлăма лартрăмăр. Çуркунне юхан шыв çырантан тухса каять те кунта лаптăкăшĕпех шыв тăрать. Çавна май çулла та çĕрте нÿрĕк пур. Иртнĕ çул çĕр улмин гектартан илнĕ вăтам тухăçĕ 430 центнер пулнăччĕ, кăçал пĕр 200 центнер пулать пулĕ.

"Иккĕмĕш çăкăра" 35 гектар çинчен кăларса пуçтармалла. Çанталăк лайăх тăрсан ăна кĕске вăхăтрах кăларса пĕтереççĕ. Ĕç укçине çав кунах тÿлеççĕ.

Д.Семенов фермер хуçалăхĕнче тыр-пул анисем 700 гектар йышăнаççĕ. Кĕрхи тулă 280 гектар йышăнать.

Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ е кая юлсан каю шăтать. Асăннă хуçалăхсенче çакна лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа пур ĕçе те вăхăтра тата тирпейлĕ тума тăрăшаççĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика