13 сентября 2013 г.
Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пĕр миллион ытларах шутланать. Анчах та чылай чухне çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курмаççĕ, ял хуçалăх культури акса çитĕнтерес вырăнне нумай çĕрте çум курăкĕ ашкăрса е йывăç-тĕм ешерсе ларать. Çĕрĕн малтанахи сăн-сăпатне кĕртме мĕн чухлĕ вăй тата укçа-тенкĕ кирлĕ. Кун пек çĕрсене республикăн чылай районĕнче тупса палăртнă.
Нумаях пулмасть Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ хуласемпе районсенчи çĕрпе усă курас тата ăна сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен инспекторсемпе канашлу-семинар йĕркелесе ирттерчĕ. Канашлура Управленин çĕр надзорĕн пайĕ июль уйăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Асăннă тапхăрта 4 пин гектар çĕр çинче 226 тĕрĕслев ирттернĕ, çĕрпе тĕллевлĕ усă курманнине 115 тĕслĕх тупса палăртнă, йĕркесĕрлĕхе пĕтерме 61 предписани панă, административлă йĕркене пăсни çинчен 28 протокол çырнă.
Çĕрпе кирлĕ пек усă курманнисĕр пуçне тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕре тара илнĕ чухне çĕр арендин килĕшĕвĕсене саккуна пăсса тунине асăрханă.
Канашлура инспекторсем усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем нумаях марри çинчен пĕлтерчĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче ытларах пĕрчĕллĕ культурăсем акса тăваççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, нумай çул ÿсекен курăк туса илеççĕ.
2013 çулăн виççĕмĕш кварталĕнче республикипе 800 ытла тĕрĕслев ирттерме палăртнă. Çакăн калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан темиçе хут пысăкрах.
2014 çулта предпринимательсемпе предприятисене, организацисене, учрежденисене плана кĕртсе тĕрĕслемелли пирки калаçу пырать.
Çакна палăртмалла, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене усă курмасăр пушă вырттарни Çĕр саккунне пăсать. Куншăн уйрăм çынна 2-5 пин тенкĕ, должноçри çынна 4-6 пин тенкĕ, предприяти, организаци, учрежденисене 80-100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Эпир тăратнă сведенисем тăрăх, республикăри налук служби тĕллевлĕ усă курман çĕрсен налук виçине кадастр хакĕнчен 1,5 процент таран ÿстерме пултарать. Кунсăр пуçне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 3 çул ытларах тĕллевлĕ усă курмасăр, пушă вырттарсан çĕре саккунпа килĕшÿллĕн туртса илме пултараççĕ.
Çĕре хăй ирĕккĕн йышăннишĕн тата тĕллевлĕ усă курманнишĕн малашне штраф виçине кадастр хакне шута илсе тÿлеттерме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра штраф виçине шутланă чухне çĕр лаптăкĕн уйрăмлăхне пачах шута илмеççĕ, çĕре хăй ирĕккĕн йышăннишĕн, сăмахран, 10 соткăшăн та, 10 гектаршăн та пĕрешкел хак штраф параççĕ.
Штраф тата налук тÿлеттернĕ укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вырăнти бюджета каять, çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ял хуçалăх çĕрĕсене тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсене тупса палăртма тăрăшмалла, акт çырса Росреестра пĕлтермелле.
Çĕр надзорĕн инспекторĕсем малашне те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе саккуна пăсмасăр, тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслесех тăрĕç, айăплисене явап тыттарĕç.
С.МУЛЮКОВ,
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕ.