АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми вăхăчĕ

13 сентября 2013 г.

 Çĕр улми лайăх упрантăр тесен çакна асра тытмалла: çĕр улмине тăм ÿкнĕ, сивĕпе çеçки шаннă хыççăн тÿрех кăларма юрамасть – ун пек чух çимĕç çурăла-çурăла каять.

Çавăн пекех ирхине ирех, сывлăш температури тăпра температуринчен сивĕрех чухне те кăлармалла мар.

Кăларнă çимĕçсене тÿрех витрене е урăх савăта пăрахмалла мар, асăрханса пухмалла.

Михĕсемпе турттарса илсе каймалла тăк, вĕсене пĕр-пĕринпе перĕнтермесĕр вырнаçтарма тăрăшмалла.

Кăларас умĕн 3-7 кун маларах çеçкене 10-12 см çÿллĕшĕнчен çулсан аванрах. Çакă ĕçе каярахпа чылай çăмăллатать, унсăр пуçне çĕр улми хуппи хулăнланать, унра тĕрлĕ чир-чĕр пухăнаймасть.

Çĕр улми фитофторозпа чирленĕ лаптăксенчи çеçкене çулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă çимĕçсене çеçкери чир-чĕрпе массăллă сиенленесрен упрать. Ун пек лаптăксенчи çеçкене пухса çунтарсан аванрах. Мĕншĕн тесен ăна вырăнтан вырăна куçарса хуни, пухни чире сарăлма май парать.

Çĕр улмине вăхăтра кăларма тăрăшмалла. Ытла ир кăларсан тухăç сахал пулать; кая юлса кăларнă чух та тухăç чакать, çимĕç сивĕпе аманма пултарать.

Пирĕн тăрăхра çĕр улмине пухса кĕртмелли чи лайăх вăхăт, август вĕçĕнчен тытăнса сентябрĕн пĕрремĕш çурринчи тапхăр. Паллах, кунта çанталăк условийĕсене те шута илмелле: çанталăк мĕн чухлĕ ăшăрах, çимĕçе çавăн чухлĕ каярах кăларма юрать.

Çĕрлехи вăхăтра сывлăш температури 8-10 градуса çити чакнă вăхăтра çĕр улми ÿсмест. Çавăнпа та ăна тăпрара ытла нумай вăхăт тытни усси çук.

Çимĕçсене йышлă амантасран çĕр улмине сенĕкпе кăларсан аванрах.

Каярахпа ĕçсене ансатрах тăвас тесен кăларнă чухне çĕр улмине 3 фракципе уйăрсан лайăх: шултрисене – 80 грамран пысăкраххисене; вăтаммисене – 51-80 грамм виçеллисем; вĕттисем – 20-50 грамлисем. Пĕр вăхăтрах вăрлăхлăх çĕр улмине те уйăрма юрать (вăтам виçеллисене).

Кăларнă çимĕçсене тÿрех пухма кирлĕ мар. Типĕ, уяр çанталăк тăрать тăк 20-30 минут пек касăсенчех вырттарса кушăхтармалла; ăмăр çанталăкра çимĕçсене уçă çĕрте 2-4 сехетех тытма сĕнеççĕ.

Çакăн хыççăн ăна сарайне е лупас айне хурса вăхăтлăх упрамалла. Çакă çимĕç хуппине хытма май парать: вăл каярахпа сахал аманать.

Нÿхрепре е сулхăнра урăх вырăнта çĕр улмине 1 метр хулăнăш сийпе купаласа упрамалла. Япăхрах упранине шута илсе шултра çĕр улмине çиелтен хума сĕнеççĕ.

Çĕр улми 2-4 градус ăшă, 90 процентран сахалтарах нÿрĕ сывлăшлă çĕрте аван упранать. Çĕресрен çĕр улми купине пилеш çулçисемпе (çырлисемпе те– хутăш), çиелтен кăшман сийĕпе "хуплани" те пулăшать.

Çавăн пекех çак çимĕçе вăтам виçеллĕ йывăç ещĕксенче те типĕ улăмпа хурса упрама пулать.

Упранă вăхăтра çĕр улми тарласран нÿрĕке туртса илме типĕ пăчкă кĕрпи тултарнă михĕсемпе хуплани пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика