АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмаççĕ. Хисеплеççĕ. Мăнаçланаççĕ…

13 сентября 2013 г.

 Тусăмсем! Ун чух

çул майĕ,

Ман çине пырса,

Юрă юрласа кăтартăр,

Сăвă каласа...

Çакăн пек сăмахсем шăрçаланнă аякри Украинăн Чернигов облаçĕнчи Остер хулинче çурла уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче чаплă лару-тăрура кăвар чĕреллĕ поэтăмăра Çеçпĕл Мишшине асра тытса тата хисеплесе уçнă стела-палăк çинче. Сăвăçăн чĕри витĕр шăранса тухнă йĕркесем вĕсем.

Ахальтен мар çак сăмахсене суйлса илнĕ Украинăри чăваш культура пĕрлĕхĕсен (вĕсем хальхи вăхăтра Украина çĕрĕнче 8 таран) ертÿçи, Киевра ĕçлесе пурăнакан Надежда Лисовая. "Чуна пырса тивекен йĕркесем. Чылай сăввине пăхса тухрăм. Мĕн тери вăйлă, мал шухăшлă сăвăç пулнă Çеçпĕл Мишши. Çавах та юлашкинчен çак йĕркесем çинче чарăнас, тăватă чĕлхепе: чăвашла, вырăсла, украинла тата акăлчанла çырас терĕмĕр", – каласа парать Надежда Ивановна.

Палăкĕ гранитран (ăна унчченхи йывăç палăкпа юнашарах вырнаçтарнă). Мăнаçлă та илемлĕ. Хакĕ те пур паллах. Ăна Н.Лисовая хăй вăйĕпе саплаштарнă. Ахальтен мар Остер хулин мэрĕ В.Западня тата Козолец район администрацийĕн ертÿçин çумĕ С.Денисенко пултаруллă чăваш хĕрарăмне вырăнти халăх ячĕпе ăшшăн тав турĕç, поэта чăн малтан пытарнă вырăн яланах хисепре пулнине, малашне те ку тăрăха туристсене илсе килсе кăтартас шухăш-тĕллев пысăк пулнине палăртрĕç.

Сăвви те, юрри те янăрарĕ çак кун Остер çĕрĕ çинче. Чăваш Республикин делегацине (ун йышĕнче – культурăпа обществăн паллă ĕçченĕсем Анатолий Кибеч, Михаил Краснов, Юрий Алексеев, Канаш хулипе районĕн администрацийĕсенче вăй хуракансем, тĕп хуламăрти поэтăмăрăн музейĕн ертÿçи Антонина Андреева, Çеçпĕл Мишшин паян пурăнакан йăх-тымарĕнчен пĕри Юрий Кузьмин, Чăваш наци телекуравĕн режиссерĕ Зоя Яковлева тата çак йĕркесн авторĕ) çывăхран та çывăх тăван пек кĕтсе илнине, эппин, кунта паян та пĕтĕм чăваш халăхне ĕлĕкхи тус-юлташ пек курнине, йышăннине, хисеплĕ вулаканăм, ĕненсем.

Манмаççĕ. Хисеплеççĕ. Упраççĕ. Мăнаçланаççĕ Çеçпĕлĕмĕрпе Украинăра. Остерта кăна та мар. Çурла уйăхĕн 24-мĕшне – Украинăн никама пăхăнманлăх кунне – паллă тунă ятпа иртнĕ мероприятисене хутшăнма, облаçăн тĕп хулине фольклор фестивальне пуçтарăннă пин-пин çынна чăваш халăхĕн пултарулăхĕпе паллаштарма, тĕлĕнтерме май килчĕ. Чернигов хулин мэрĕ А.Соколов вара пысăк сцена çинчен хăйсем йыхравланипе уява ятарласа Чăваш Енрен сумлă йыш килсе çитни, пире Çеçпĕл Мишши малашне те çыхăнтарса тăрасси çинчен каларĕ.

Украин çыннисем Çеçпĕлĕмĕре, унăн ĕçĕ-хĕлне, сăввисене хамăртан та ытларах пĕлни, юратни сисĕнет тени те ÿстерсе калани мар. Тĕслĕхрен: Остер шкулĕнчи Çеçпĕл Мишшин музейĕ пирĕн тăрăхрисенчен нимĕнпе те кая мар, "Нимене" фольклор ушкăнĕ пур. Остер хулин музейĕнчи поэтăмăра халалланă зал та пуян. Ю.Кузьмин: "Пирĕн çемье архивĕнче те çук кунти хăш-пĕр сăн ÿкерчĕк", – терĕ. Çеçпĕл урамĕ те пур Остерта. Çапла тарăн йĕр хăварнă кунта ентешĕмĕр.

Ăшă та хĕвеллĕ çанталăк тăчĕ палăка уçнă кун. Пирĕн çине Çеçпĕлĕмĕр ăшшăн кулса пăхать тейĕн (сăмах май, Петĕр Чичканов картинине тĕпе хурса калăпланă сăнар вăл). Çывăхри çуртсенче пурăнакансем сăваплă çак вырăна килсех тăнине, çÿп-çапран тасатнине, кунти чечексемпе йывăçсене (А.Кибеч иртнинче килсен лартса хăварнă чăваш йăмрисем те аванах чĕрĕлнĕ) шăварсах тăнине пĕлтереççĕ. Мĕн тери уçă кăмăллă халăх пурăнать кунта! Остер хула мэрийĕ палăксем патĕнчи 10 соткă çĕре чăвашсене Музей-çурт хăпартма тÿлевсĕрех панине пĕлсен еплерех хĕпĕртерĕç тата. Эппин, çыхăнусем малашне те татăлмаççĕ. Поэтăмăрăн йăх-тымарĕ Юрий Кузьмин: "Тепĕр çул хамăр тăвансене машина çине лартса кунта илсе килсе кăтартас шухăш çуралчĕ", – тени те ăнсăртран мар паллах. Çапла пултăрччĕ.

Л.ФИЛИППОВА,

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика