11 сентября 2013 г.
Ачасен сывлăхне тата пурнăçне сыхласа хăварас тĕллевпе профилактика çине пысăк тимлĕх уйăратпăр пулин те пĕчĕкскерсем автоинкексенче пур-пĕрех сусăрланаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта çакăн пек темиçе тĕслĕхе шута илнĕ те ĕнтĕ. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕрле сакăр сехет иртсен Карăклă ялĕ çывăхĕнче авари пулса иртнĕ. Ульяновск хули енчен Канашалла кайма тухнă иномарка (хирĕçлекен знак витĕмĕнче) ВАЗ-2114 автомашинăна хăваласа иртме тухнă, çав вăхăтра лешĕ те умĕнчи "Сканирен" иртме пуçланă пулнă. Çавна май çăмăл автомашинăсем пĕр-пĕрне лекнĕ те ВАЗ-2114 "Скани" çине çапăннă, унтан кювета анса кайса темиçе хут çаврăннă. Автоинкекре автомашинăсен пĕр салонĕнче пулнă 2006 çулта çуралнă ача хытах аманнă, тепĕр темиçе кунтан вăл тăна кĕмесĕрех вилсе кайнă.
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирхине вунă сехетре "Канаш – Çĕнĕ Ахпÿрт" автоçул çинче, Уçырма ялĕ çывăхĕнче, авари пулса иртнĕ. "Девятка" водителĕ умĕнче пыракан автомашинăна хăваласа иртме тăнă пулнă, çав вăхăтра ЛАДА-217230 иккĕмĕшле çул çинчен тĕп автоçул çине тухнă, вĕсем иккĕшĕ çапăннă. Аваринче хĕр ача сусăрланнă, ăна хулари больницăна вырнаçтарнă.
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул енчен ВАЗ-2114 автомашина Юмансар ялĕ еннелле çул тытнă пулнă. Карăклă ялĕ çывăхĕнче вăл 2007 çулта çуралнă ача çине пырса кĕнĕ. Пĕчĕкскере, хытах аманса пĕтнĕскере, больницăна леçнĕ.
Ачасем пирĕн пуласлăх, вĕсене инкек пулассинчен сыхлар. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсене çул-йĕр çинче тимлĕ пулма ыйтăр, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе вĕсене паллаштарма ан ÿркенĕр.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.