11 сентября 2013 г.
Иртнĕ эрне кун Канаш хулин Тĕп лапамĕнче "Чи лайăх вăрман касакан – 2013" конкурс иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Суту-илÿ, промышленность тата экономика аталанăвĕн министерстви йĕркеленĕ. Хăйсен ăсталăхне кăтартма палăртнă кун Канаша Чăваш Енĕн чи лайăх вăрман касаканĕсем пуçтарăнчĕç.
Конкурса Чăваш Республикин суту-илÿ, промышленность тата экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Аврелькин, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Людмила Иванова уçрĕç, вĕсем çавăн пекех пуçтарăннисене çывхарса килекен Вăрман ĕçченĕсен кунĕпе те саламларĕç.
Чăваш Енре çак конкурс улттăмĕш хут иртет. Вăл темиçе тапхăрпа пырать. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне – "Йывăç ÿкерессине" Канаш вăрман хуçалăхĕнче пĕтĕмлетнĕ.
Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче вăрман касакансем бензопилан сăнчăрне ылмаштарса кăтартрĕç, йывăç вуллине пĕр тикĕс касса татассипе тата туратсене иртессипе ăмăртрĕç. Çак тĕллевпе лапамра ятарлă площадка хатĕрленĕ пулнă.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – ĕçтешсене паха опытпа паллаштарасси, ĕç профессийĕсен сумне ÿстересси, ăстасене палăртасси.
Эрне кун çумăр кунĕпех лÿшкерĕ пулин те вăрманçăсене çакă пĕрре те чăрмав кÿмерĕ, вĕсем хăйсен пысăк ăсталăхне тивĕçлипе кăтартса пама пултарчĕç. Вăрман касакансен ĕçĕпе кăсăкланакансем те лапамра йышлăн пулчĕç çав кун.
М.АРТЕМЬЕВ.