АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăна тухса паллашнă

11 сентября 2013 г.

 Иртнĕ эрне кун районта Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пынипе районти службăсен тата администрацин пай ертÿçисем Вăтакас Кипеч, Ухман, Ăвăспÿрт Кипеч тата Сухайкасси ял тăрăхĕсенче пулнă, вырăнти ĕç-хĕлпе паллашнă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăнта тăрăшакансем хăнасене тĕлĕнтерме тата савăнтарма тăрăшаççĕ. Сухайкассисем ку енĕпе уйрăмах пултаруллă пулни палăрнă, ĕçлĕ çул-çÿрев шăпах çак ял тăрăхĕнчен пуçланнă. Курма килнисене тирпейлĕ урамсем, ялти культура çуртĕнче "Кĕр тупри" курав тыткăнланă (унта çимĕçсене тутанса пăхма май пулнă). Сĕтел çинчи салатсене ял тăрăхĕнче тăрăшакансемпе социаллă сфера ĕçченĕсем хăйсем туса хатĕрленĕ.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакансем кĕрхи тематикăна тепĕр енчен уçса кăтартнă. "Çут çанталăкран – сывлăх" курава вĕсем тĕрлĕ курăкран тата пахча-çимĕçпе улма-çырларан туса хатĕрленĕ сĕткенсемпе вĕретнĕ шывсем тăратнă. Сиплĕ шĕвексене хăнасене ĕçтернĕ май фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ вĕсен пахалăхĕ çинчен каласа кăтартнă.

Ĕçтешсен пултарулăхĕпе курса паллашнă хыççăн хăнасем ялти культура çурчĕн залне канашлăва пуçтарăннă. Ăна уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене пĕр-пĕринчен курса вĕренме, ырă пулăмсене вырăнта тивĕçлипе пурнăçа кĕртме чĕнсе каланă. Çавăн пекех пысăк шыва пула инкек тÿсекен регионсене пулăшса вĕсен счечĕсем çине укçа куçарма ыйтнă, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан пурлăха сыхласа хăвармашкăн районти çынсене ăна страхлама канаш панă.

Район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ Т.Смирнова ялсенчи суту-илÿ лавккисенче хаксем тивĕçлĕ шайра пулмалли çинче чарăнса тăнă. Çак лару-тăрăва йĕркелес тĕллевпе кашни эрнере пилĕк лавккари хаксен мониторингне туса ирттереççĕ. Канашлу хыççăн Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне хутшăннисем рейд йĕркеленĕ, Сухайкасси ялĕнчи лавккасенчи хаксемпе паллашнă, çитменлĕхсене тупса палăртсан хуçисене асăрхаттарнă.

Хăнасем çÿлерех асăннă пур ял тăрăхне те çитсе килнĕ, ялсенчи социаллă учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, пĕрлехи канашлусенче чылай çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă.

М.АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика