АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 350-мĕш ача çуралнă

06 сентября 2013 г.

Юн кун район администрацийĕн граждан акчĕсене çыракан пайĕнче çулталăк пуçланнăранпа çут тĕнчене килнĕ 350-мĕш ачана регистрациленĕ. Хĕр пĕрчин ашшĕ-амăшĕ Кăшнаруй ялĕнчен: Оксана Олеговнăпа Константин Анатольевич Никоноровсем. Асли, Иван,10-мĕш класра пĕлÿ илет. Ольга 6-мĕш класа çÿрет, шăпах вăл ĕнтĕ йăмăкĕ валли илемлĕ ят суйласа илнĕ: Елена.

Никоноровсем – вĕ-реннĕ, ĕçчен, яваплă, ырă çынсем. "Весна" тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçĕсене йĕркелесе тăраççĕ, халăха потребитель пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсен кĕçĕн хĕрĕ те хăйсем пекех ĕçрен хăрамасăр çитĕнес пирки нимле иккĕленÿ те çук.

ЗАГС ĕçченĕсем савăнăçпа çиçекен ашшĕне хĕрĕ çуралнă çинчен пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕ, парне тата чечек панă. Саламлакансем çумне район администрацийĕнче ĕçлекенсем те хушăннă.

И.МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика