06 сентября 2013 г.
"Медиалогия" тĕпчев компанийĕ Дмитрий Медведев ертсе пыракан Правительствăн министрĕсен медиарейтингне çĕнетнĕ. Ку рейтинг МИХсем чиновниксем пирки мĕнле тăтăшлăхпа тата ырă енчен асăннине кăтартать.
Кăçалхи çу уйăхĕнчи пекех – оборона министрĕ Сергей Шойгу пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Медиалогире" çакна ведомство подразделенийĕсене Самар облаçĕнчи полигонта тухнă пушара сÿнтермешкĕн министр хушăвĕпе явăçтарнипе çыхăнтараççĕ. Унсăр пуçне Шойгу Мускав çывăхĕнчи çар асăну масарне уçмашкăн хутшăннă – кун пирки журналистсем анлăн çутатнă. Иккĕмĕш вырăнта – экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев, çапах ку ăнăçу ăна çак должноçа кăçалхи çĕртме уйăхĕнче çирĕплетнипе çыхăннă ахăртнех. Тепĕр тесен – ун умĕнхи министр Андрей Белоусов та 2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе пилĕк лидер йышне кĕнĕ. Виççĕмĕш вырăна Финмин ертÿçи Антон Силуанов сыхласа хăварнă: унăн çĕртме уйăхĕнче 2014-2016 çулсенчи тапхăрти бюджет проектне – ку документа Правительствăн бюджет комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă – комментарилеме тивнĕ.
Ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров тăваттăмĕш вырăна анса ларнă: çу уйăхĕнче вăл иккĕмĕш пулнă, 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕпе вара – пĕрремĕш. Çĕртме уйăхĕн кăтартăвĕсемпе хатĕрленĕ рейтингăн тĕп кĕтменлĕхĕ – вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов пиллĕкмĕш вырăна куçни, малтанхисенче ăна юлашки йĕркерен çÿлелле "хăпарма" май килмен. Экспертсем Ливановăн япăх ят-сумран (унран вăл юлашки çур çулта пĕрре те хăпман) пĕр уйăхра хăтăлма пултарнине палăртаççĕ. Экономика аслă шкулĕн Наци тĕпчев университечĕн пĕ-тĕмĕшле политологи кафедрин ертÿçин Леонид Поляковăн шухăшĕпе – министерство ППЭ тавра тухнă тавлашусене тата Раççей Наукăсен академине реформăланине пула очко пухайнă.
Ку хутĕнче список вĕçĕнче – транспорт министрĕ Максим Соколов. Сăмах май, вăл çулталăкри тата çу уйăхĕнчи рейтингсенче варринче (14 тата 12-мĕш вырăнсем) пулнă. Аутсайдерсен йышне çавăн пекех ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров, Инçет Хĕвел тухăç аталанăвĕн министрĕ Виктор Ишаев тата регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев лекнĕ.
Министерствăсенчен нумайăшĕнче çакнашкал тĕпчевсен кăтартăвĕсем пирки хăйсен шухăшне пĕлтерме юратмаççĕ, ведомствăсен ертÿлĕхĕшĕн тĕп вырăнта рейтингри йĕрке мар, тухăçлă ĕç тесе палăртаççĕ. Çапах, Леонид Поляков политолог шухăшĕпе, чиновниксем ку енĕпе суяççĕ.
– Кашни министрах МИХсенче, унтан вара Раççейре пурăнакансен хушшинче ырă ят-сум çĕнсе илме тăрăшать. Сăнар туса хумалла, хăйне лайăх енчен кăтартма пĕлмелле – çапла тумашкăн кашни министрах май килмест, ку – пысăк тата çăмăл мар искусство, – палăртать эксперт. – "Ăна алла илмеллех" текен шухăша вĕсем ăнланма пуçлани вара савăнтарать.
Чиновниксен рейтинг хаклавĕсен тытăмĕ юлашки вăхăтра тĕпчев компанийĕсене çеç мар, Президент Администрацине те кăсăклантарать. Çĕршыв ертÿçин пресс-секретарĕ Дмитрий Песков "патшалăх служащийĕсен ĕç тухăçлăхĕн пайăр кăтартăвĕсене туса хумалли" пирки пĕрре мар каланă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вăл çак критерисене хатĕрлеме пуçланине те пĕлтернĕ, анчах ку ĕç еплерех пынипе халăха халĕ те паллаштарман.
"Известия",
2013, утă, 25.