06 сентября 2013 г.
Мăкăр хĕрне Альбина Трофимовăна Янкăлч вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Тутарстанри Юдино поселокĕнче пурăнакан Людмила аппăшĕ çапла каланă: "Йăмăкăм, Хусана троллейбус водительне вĕренме кай. Стипенди пĕчĕк мар унта, атте-аннерен пулăшу ыйтмăн, хăвна валли ăна-кăна туянмалăх та укçи юлĕ", – тенĕ. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен хĕр-упраç çывăх тăванĕн канашне ăша хывнă. Çитес çĕре çитсенех ăна общежитинче вырăн уйăрса панă. Пÿлĕмре пĕрле пурăнакан хĕрсем уншăн çывăх туссем пулса тăнă. Альбина çулталăк ытла Хусан урамĕсем тăрăх троллейбус çÿретнĕ.
Уçă кăмăллă, ĕçлеме ÿркенмен пикене Виталий ятлă Чакаç каччи куç хывнă. Часах туй та кĕрленĕ. Çапла вара Чакаç ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Виталий Николаевич Мăкăр кĕперне пăхса тăнă çĕрте ĕçленĕ, каярахпа "Канаш" колхозра трактор çÿретнĕ. Тăрăшса нумай çул ĕçленĕшĕн вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Альбина Михайловна вăтăр çула яхăн колхозра вăй хунă. Уй-хир бригадин пулăшуçи те, бригадир та пулнă вăл. Улатăрти совхоз-техникумра бухгалтера вĕренсе тухсан, хуçалăхăн шут ĕçне туса пыма тытăннă. Пилĕк çул хуçалăхри профсоюз комитетне ертсе пынă. Трофимовсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Юратнă ашшĕпе амăшне йăпанма тăватă мăнук парнеленĕ.
Пилĕк çул каялла ялти библиотека заведующийĕ А.Гаврилова урăх ĕçе куçнă май хăйĕн вырăнне А.Трофимовăна сĕннĕ. Мĕн ачаран кĕнеке вулама юратнă, компьютера алла илнĕ Альбина Михайловна çĕнĕ ĕçре хăйне тĕрĕслесе пăхма килĕшнĕ. Библиотека ĕçне вăл хăвăртах хăнăхнă. Паллах, кунта Шупашкарта библиотекарьсен курсĕнче вĕренни пысăк пулăшу кÿнĕ.
Альбина Михайловна – ялти культура çуртĕнчи фольклор ушкăнĕн членĕ. Ĕçри хастарлăхне грамотăсемпе палăртнă, парнесем парса хавхалантарнă.
В.АЧЧА.