04 сентября 2013 г.
"Самант" журналăн 9-мĕш номерĕнче Льеж Мур 1958 çулта сывлăшра пулса иртнĕ катастрофа çинчен сăмах пуçарнă. Унашкал инкек Чăваш Ен тÿпинче тата та пулнă. Сăмахран, 1941 çулта Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕ çывăхне пысăк самолет ÿкнĕ. Çакă вуншар çул ĕнтĕ вырăнти халăха калаçтарать. Анчах мĕн пулса иртнине тĕплĕн никамах та пĕлмест. "Шаккăлти трагеди" пирки Булат Султанбековăн "Татарстан, ХХ век: личности, события, документы" (Хусан. - 2006) кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Хусанти авиазаводра туса кăларнă 42056 номерлĕ ТБ-7 самолет пĕрремĕш хут сывлăша 1941 çулхи августăн 5-мĕшĕнче çĕкленнĕ.; Ноябрь уйăхĕччен вăл тата 15 хутчен вĕçнĕ, пĕтĕмпе 44 сехет сывлăшра пулнă. Кĕçех вĕçекен машинăн моторĕсене çирĕпленнĕ йĕркепе улăштараççĕ те ăна 433-мĕш авиаполка усă курма параççĕ.
Летчиксем самолет кăштах чăхăмланине сисеççĕ. Пĕрремĕш хут сывлăша çĕкленсенех ун иккĕмĕш моторĕ сĕрмелли çу юхтарма пуçлать. Юсанă хыççăн вĕçекен аппарата тĕплĕнрех тĕрĕслеме шутлаççĕ, ноябрĕн 15-мĕшĕнче вăл каллех сывлăша çĕкленет. Хальхинче 2,4 - 5 пин метр çÿллĕшĕнче 5 сехет вĕçмелле.
Экипаж вунă çынран тăнă, ăна Л.О. Немет венгр ертсе пынă. Самолетăн Чистополь хули патне çитсен каялла çаврăнса Хусан патне çитмелле пулнă, унтан вăл Йошкар-Ола еннелле пăрăнса вĕçмелле, Канаш хули çийĕн çаврăнса каялла аэродрома таврăнмалла. Рогозеев штурман ĕçе тухман пирки самолет унсăрах 11 сехет те 45 минутра сывлăша çĕкленет. Темиçе сехет иртсен бортрадист вĕçев йĕркеллĕ пырать тесе пĕлтерет. Тата тепĕртакран самолетăн Хусана таврăнса анса лармалла. Анчах... Кĕтмен çĕртен сылтăмри иккĕмĕш мотор хытă силленме пуçлать. Чĕрĕ юлнă пилотсенчен пĕри кайран кун пирки çапла ăнлантарса çырнă: "Пире снаряд çурăлса кайнă пекех туйăнчĕ, эпир аялалла пăхрăмăр – тÿпе тап-тасаччĕ..." Кĕçех пĕтĕм самолет силленме пуçлать, алăксемпе люксем хăйсен тĕллĕнех уçăлса каяççĕ. Çулăм ытти двигательсене тата физюляжа ярса илет. Топливо пырассине чарса лартни те пулăшмасть, самолет шалтан та çунма тытăнать.
Л.О. Немет пилотсемпе механиксене парашютпа сикме хушать. Анчах çунакан самолетран ăнăçлă сиксе тухма çăмăл пулман. Уçă алăксемпе люксенчен кĕрекен вăйлă çил юхăмĕ пилота каялла тĕртсе кĕртнĕ. Тăватă çын пурпĕр чиперех сикме пултарнă, çакна самолетра юлнисем парашютсем уçăлнине курсан тавçăрса илнĕ.
Тепĕр самантран Осокин инженерăн сикме вăхăт çитнĕ. "Немет командир педальсем çине йывăррăн пусса машинăна аран-аран тытса пырать, - çырса кăтартнă вăл каярах. – Эпĕ ăна сикме хушрăм, анчах вăл аллисемпе кăтартса малтан самолетран манăн сикмеллине пĕлтерчĕ. Ĕç икĕ хутчен ăнмарĕ, виççĕмĕш хутĕнче çунакан самолетран тухса вăркăнтăм".
Л.О.Немет самолета хырăмĕ çине антарса лартасшăн пулнă, анчах 600 метр çÿллĕшĕнче вĕçекен аппарат хăвăрт арканма пуçланă. Катастрофа хыççăн çырса кăтартнă документра çакна палăртнă: "Немет летчик самолет хытă çунма пуçласан тин сиксе юлнă. Çулăм ун парашючĕн кантрисене хыпса илнĕ, летчик виллине 1,5 километрта тупнă..."
Çакна Шаккăл çыннисем пăхса тăнă. Вĕсем каланă тăрăх, парашют уçăлса кайсанах вăл айккинелле вĕçсе кайнă, летчик вара чул пек çĕр çине ÿкнĕ.
Çак инкекре экипаж командирĕсĕр пуçне Шарипов, Лапко тата Шевченко бортмеханиксен пурнăçĕсем татăлнă, вĕсем парашютпа сиксе ĕлкĕреймен. Григоренко военпред вара самолет çуннă чух хÿре пайĕнче пулнă, вăл чĕрĕ юлнă. Çÿлти вăйсем сыхланă курăнать ăна, кун пекки питĕ сайра пулать иккен.
ТБ-7 самолет Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕнчен виçĕ çухрăмра вăрман çывăхне ÿкнĕ. Ун малти пайĕнчен ним те юлман темелле, моторĕсем çĕре чавса кĕнĕ, хÿре пайĕ кăна курăнса тăнă.
Çак инкек мĕншĕн пулнине тĕпчеме комиссии туса хунă, ăна И.Ф.Незваль конструктор ертсе пынă. Л.О.Немет ертсе пыракан экипаж йăнăшнине палăртман, самолета пуçтарнă чухне уйрăм агрегатсене йĕркеллĕ вырнаçтарманнине палăртнă.
Шаккăл ялĕнчи Г.С. Белов тавра пĕлÿçĕ каласа панă тăрăх, ял çыннисем самолет ванчăкĕсене пуçтарса хытарнă алюминирен çĕрĕсемпе ал сулисем ăсталанă.
В.АЛЕКСИН.
Вулакана пĕлме: ТБ-7 аякка вĕçекен йывăр бомбардировщика А.Н.Туполев ертсе пыракан конструктор бюровĕнче В.М.Петляков ушкăнĕ 1934 çулта тума пуçланă. Самолет сехетре 400 çухрăм хăвăртлăхпа 2 тонна груз тиесе 38 пин километр таран вĕçме пултарнă, 12 километр çÿллĕшне хăпарнă. Вăрçă çулĕсенче унпа ытларах тăшман тылне бомба пăрахнă чух усă курнă.