04 сентября 2013 г.
Чăваш Ен делегацийĕ Украина ирĕклĕхĕн кунне халалланă мероприятисене хутшăнса чăвашсен паллă поэчĕн Çеçпĕл Мишшин палăкне уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă митингра пулнă. Делегаци составĕнче – Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн членĕ М.Краснов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч, унăн çумĕ Ю.Алексеев, Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн тĕп редакторĕ Л.Филиппова, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ А.Андреева, Канаш хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Золотова, Çеçпĕл Мишшин мăнукĕ енчен лекекен тăванĕ Ю.Кузьмин, районти ял тăрăхĕсен тĕп култьура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн ертÿçи В.Стеклов, "Ентешсем" ансамбль членĕсем Л.Никифоровăпа О.Аристархова, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн режиссерĕ З.Яковлева.
Çул çÿрев программинче – Киев тата Остер хулисенче экскурси, культурăллă мероприятисене хутшăнасси. Чăваш Ен элчисемшĕн уйрăмах Чернигово облаçĕнче ирттернĕ мероприятисем нумайлăха асра юлнă. Хулан культурăпа кану паркĕнче Пĕтĕм тĕнчери наци культурисен "Полессе çаврăмĕ" фестивалĕ иртнĕ. Хальхинче унта Чернигово тăрăхĕнчи, Беларуç Республикинчи, Раççей Федерацийĕнчи, Германири, Нидерланд королевствинчи чи лайăх фольклор тата хореографи коллективĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пирĕн артистсем те палăрнă кунта. Канаш енĕн артисчĕсемпе пĕрле Украинăри чăваш обществин солисчĕсем чăвашра анлă сарăлнă юрăсене шăрантарнă.
Çул çÿревĕн чи паллă саманчĕ - Остер хулинче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн Çеçпĕл Мишшин палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçни. Гранитран тунă палăка кăвар чĕреллĕ поэт вилнĕ вырăна лартнă юпапа юнашар вырнаçтарнă. Тухса калаçакансем Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ пирки ăшă сăмахсем каланă, 1954 çулта поэтăн вил тăприне хулан тĕп паркне куçарнă çĕре Чăваш Республикин делегацийĕ хутшăннине аса илнĕ. Остер çыннисем каланă тăрăх, çак вырăн хăнасемпе туристсене кăтартмалли паха та мухтавлă вырăн пулса тăрать.
В.АЛЕКСЕЕВ.