04 сентября 2013 г.
Район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен черетлĕ анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.
Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акасси, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленессси мĕнле пынипе агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров паллаштарнă. Кĕр аки 6 пин гектар çинче ирттерме палăртнă. Ку ĕçе уйрăмах Киров ячĕллĕ, "Аталану" тата "Весна" хуçалăхсенче аван йĕркеленĕ. В.Жуков ертсе пыракан "Ямашевское" тулли мар яваплă пĕрлĕх планран 28 процент ирттерсе акнă. Эрне пуçламăшĕ тĕлне "Янишево", "Мотор" агрофирма" тата "Воланд" пĕрлĕхсенче пуçăнман та-ха.
Районта выльăх-чĕрлĕх фермисем вун тăваттă. Вун иккĕшĕнче сĕт-çу туса илеççĕ. Вите стенисене шуратма районăн ветеринари станцийĕ ятарласа автотранспорт уйăрса панă. Хальлĕхе çак ĕçе "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре тата "Родина" ял хуçалăх производсво кооперативĕнче çеç тытăнман. Витесене хĕллехи тапхăра куçарас енĕпе "Цивиль" тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Вĕсенче таса та тирпейлĕ, ăшă тытмалла тунă, ĕçлеме лайăх услови туса панă.
Кăçал выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе начар мар ĕçленĕ. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх пĕр условнăй пуçа 25,8 центнер тивет. Пĕлтĕр çак цифра 25,1 центнерпа танлашнăччĕ. Апата прихутлас ĕç малалла пырать. Районĕпе утă 2720 тонна (планăн 113,8 проценчĕ), сенаж 11800 (86 процент), силос 1000 (33 процент), пуянлатнă апат 1050 (37,5 процент) тонна хатĕрленĕ.
Пушар тухас хăрушлăх сезонĕ мĕнле иртни çинчен хулапа районăн вут-кăвартан асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен служба пуçлăхĕн çумĕ Н.Прокопьев пĕлтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пушар 31 хутчен тухнă. Вĕсенчен 28-шĕ – пурăнакан çуртсенче. Ÿсĕре пула 8 инкек пулнă. Вут-çулăмра 5 çын пурнăçĕ татăлнă. Кăçал 4 çурт вут тĕртнипе кĕлленнĕ.
Ятарлă программăсен сектор заведующийĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Кочкина районта гражданла хÿтлĕх уйăхлăхĕнче ирттермелли мероприятисен программи çинче чарăнса тăнă. Ку чухнехи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн тата социаллă сферăн çурчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлесси. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алантьева, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, "Промремстрой" тулли мар яваплă пĕрлĕх филиалĕн директорĕ С.Иванов тухса калаçнă.
Ачча, Вăтапуç, Сиккасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Аввакумов, А.Трофимов, Н.Вазинге хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес, ялсен территорийĕсене тирпей-илем кÿрес, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлас, налук пухас ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа панă.
Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн архитекторĕ С.Германов ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем тата ешĕл тум кĕртес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурса пĕ-тĕмлетнĕ, мала тухнисене наградăсем панă.
В.АЛЕКСЕЕВ.