04 сентября 2013 г.
"Пурне те пĕлес килет!". Çакăн пек асамлă сăмахсемпе пуçланчĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейка. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкул алăкне 408 ача уçса кĕчĕ, çав йышран 45-шĕ – пĕрремĕш хут. Кăçал вĕренсе тухнисен 52 проценчĕн аттестачĕсене "5" тата "4" паллăсем илем кÿреççĕ. Шкула çĕнĕ автобус уйăрса панă.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов. "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн экономика енĕпе ĕçлекен директорĕ А.Ананьев, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Руссков, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев, ачасен ашшĕ-амăшĕ саламларĕç.
Уяв программине "Маша тата упа" мультсериалти тĕп сăнарсен сценкине кĕртнĕ. Вĕсем ачасене тупмалли юмахсен хуравĕсене шыраттарчĕç, хаваслă вăйăсем выляттарчĕç. Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем кăçал пуçласа парта хушшине ларакансене асăнмалăх парнесем пачĕç. Лешсем вара тав туса лайăх вĕренме тупа турĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрав янăранă хыççăн шкул картишĕ те, шкул коридорĕсем те 40 минутлăха шăплăх ытамне кĕрсе ÿкрĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов тата В.Александров депутат Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче пулчĕç. Кунта шкул çуртне реконструкци тумаллин пĕрремĕш тапхăрне пĕтернĕ. 105 ача вĕренÿ çулне юсанă классенче пуçлĕ. Савăнăçлă линейка хăнисем вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ăнăçу сунчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, шкул директорĕ Н.Петрова вĕренÿре палăрнисене, тĕрлĕ мероприятире акивлă пулнисене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем пачĕç. "Восток" тата "Исток" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен ертÿçисем В.Петровпа Н.Павлов хуçалăх ĕçĕсенче пулăшнă ачасене ăшшăн тав туса грамотăсем тата укçан преми парса хавхалантарчĕç.
А.ТЯМИНА.