АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пейзажсем ÿкерме кăмăллать

30 августа 2013 г.

 Надежда Ивановна Александрова мĕн пĕ-чĕкрен ÿкерме юратнă. Çут çанталăк илемне сăнлакан картинăсем вара уйрăмах ăнăçлă пулса пынă. Ÿкерес ăсталăха малалла аталантарас тĕллевпе çамрăк пленэрист 1984 çулта Кострома облаçĕнчи Шарьинскри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унччен маларах Уçырмари вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ пулнă.

Н.Александрова педагогика училищинче икĕ çул вĕреннĕ. Хăйĕн пурнăçне ÿнер тĕнчипе çыхăнтарас ĕмĕтпе вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен çамрăк специалист тăван яла таврăннă. Халĕ Надежда Ивановна Шăхасанти ача-пăча ÿнер шкулĕн Уçырмари филиалĕнче преподаватель пулса 17 çул ытла ĕçлет. Çавăн пекех Уçырмари вăтам шкулта изо тата технологи предмечĕсене те ертсе пырать.

Уроксенче ачасем ятарласа пленэр пердметне те вĕренеççĕ. Çакă вăл – çут çанталăк илемне картина çине куçарма пĕлмелли ăсталăх. Çут çанталăка пĕтĕм чун-чĕререн юратнăран Н.Александрова диплом ĕçне те пейзаж тематикипе хатĕрленĕ, унпа ăнăçлă хÿтĕленнĕ.

Ăста педагог ачасен ĕçĕсене пуçтарса ялти культура çуртĕнче, лавккара тата шкулта куравсем йĕркелет. Çут çанталăкпа çыхăннă стендсем ăсталать, ачасене тăван тавралăха юратма тата ăна упрама вĕрентет. Тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕсене те хутшăнмасăр юлмасть. Çитес вăхăтра Чăваш Енри Культура министерстви шкулта ÿнер предмечĕсене ертсе пыракан преподавательсем хушшинче конкурс йĕркелеме палăртать, Надежда Ивановна унта илемлĕ пейзаж тăратма хатĕрленет.

М.АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика