АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕш тырра пуçтарса кĕртнĕ

30 августа 2013 г.

 Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çак тапхăрта мĕн ĕлĕкрен çĕр ĕçченĕ уй-хирте çитĕнтернĕ тыр-пула çухатусăр пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшнă. Халĕ алла çурла тытакан çук, паллах, çитĕнтернĕ тухăçа комбайнсем вырса тĕшĕлеççĕ. Апла пулин те уйăх ячĕ хăйĕн пĕлтерĕшне халăх хушшинче çирĕп упраса хăварнă.

Кăçал районти çĕр ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11971 гектар çинче çитĕнтернĕ. Çак лаптăкăн 5462 гектарне – тулă, 4756 гектарне урпа йышăннă. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсене уй-хиртен пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 18 ытла центнерпа танлашнă.

Тĕш тырра пуçтарса кĕртнипе кăна уй-хирте ĕç вĕçленмест паллах. Килес тухăçшăн тăрăшса кĕрхисене халех акса хăварма тăрăшмалла. Вĕсене кăçал 6000 гектар çинче çĕр ăшне варса хăварма палăртнă, хальхи вăхăт тĕлне планăн çирĕм ытла процентне пурнăçланă. Ку енĕпе "Ямашевское", "Агробизнес", "Урюм", "Сормовский", "Аталану" тата "Агат" хуçалăхсем кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсемпе районти хуçалăхсене çитсе çаврăнтăмăр, ĕççи еплерех пынипе паллашрăмăр. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Аслă Мами ялĕ çывăхĕнчи уйра комбайн ĕçлетчĕ. Кÿршĕсене Комсомольски районĕнчи "Дружба" хуçалăхран пулăшма килнĕ иккен, Алексей Павлов урпана комбайнпа çапать, Марат Сейфуллин тырра "Камаз" автомашинăпа йĕтем çине турттарса тăрать.

Кĕçех çĕр ĕçченĕсем çĕр улмине кăларма пикенĕç, çанталăк чăрмав кÿмесен тата хамăр хастар пулсан "иккĕмĕш çăкăра" та вĕсем уй-хирте вăрах вырттармĕç.

А.ЯМАНКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика