АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвакарчăн чуна канăçлăхпа киленĕç кÿрет

30 августа 2013 г.

 Çĕр çинче пурăнакан кашни çын мĕнпе те пулсан кăсăкланать, чун киленĕçĕ тупса çав ĕçе тĕппипех парăнать, ыттисене те явăçтарать. Паян хаçат вулакансене кăвакарчăн усракансем çинчен каласа кăтартма кăмăл пур. Тĕнчипе çак кăткăс ĕçпе хăйсен пурнăçне пиншер çын çыхăнтарнă, Уçырма ялĕнче вĕсем – вăтăра яхăн. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов мана Александр Геннадьевич Архиповпа паллаштарчĕ. Сăмах май, Валерий Тимофеевич хăй те кайăк "тусĕ", кăвакарчăн йышлă усрать.

Кăвакарчăнсем çинчен сăмах тапратнă май çакă палăрчĕ: Уçырма тăрăхĕнче çак кайăксене иртнĕ ĕмĕрĕн 60- мĕш çулĕсенче Яков Козлов пуçласа ĕрчетме пуçланă. Кăвакарчăнсем часах ялта пурăнакан ытти çынсен кăмăлне те тыткăнланă, ачасем вара вĕсемпе уйрăмах интересленме пуçланă. Шăпăрлансем кайăксене тупса килсе ашшĕ-амăшĕсенчен вăрттăн усрани те пулнă.

Архиповсен çемйине кăвакарчăнсене пуçласа Александрăн пиччĕшĕ Валера илсе килнĕ. Ун чухне вĕсем 10-12 çулсенчи шкул ачисем пулнă. Кайăксене малтанлăха ещĕксенче усранă, каярахпа çунатлă туссем сарайĕнче вырăн тупнă. Вăл вăхăтра ялта хĕрлĕ, хура тата сарă "гривунсене" усранă.

Хальхи вăхăтра А.Архипов Бакуран илсе килнĕ "бакинские бойные" кăвакарчăнсене тытать, кăвакарчăн "витинче" – çĕре яхăн кайăк. Кил хуçи каласа кăтартнă тăрăх, кăвакарчăнсен çак йăхĕ ыттисенчен вĕçнĕ чухне çунаттисемпе хыттăн çапнипе, тÿпенелле хăйĕн тавралла çаврăна-çаврăна хăпарнипе уйрăлса тăрать. Енчен те кăвакарчăнсене каç кÿлĕм вĕçтерсен вĕсем тÿперен ирччен те анмаççĕ, пĕр канмасăр 6-8 сехет хушши вĕçме пултараççĕ.

Кăвакарчăн ĕрчетесси питĕ кăткăс ĕç. Вĕсене тăрантарма кăна уйăхсерен икшер михĕ апат кирлĕ (рациона тулă, куккурус, вика, ракушка... тата тĕрлĕрен витаминсем кĕреççĕ). Енчен те чир-чĕртен вăхăтра вакцинаци туса тăмасан кайăксен мĕн пур йышĕ вилсе пĕтес хăрушлăх та пур. Кăвакарчăнсене çавăн пекех тискер чĕр чун кĕрсе тытма пултарайман шанчăклă вите те кирлĕ, унсăрăн пăсара çунатлăскерсене пĕр каçрах тĕп тума пултарĕ. Кăвакарчăнсем вĕçев вăхăтĕнче час-часах çухални те пăшăрхантарать усракансене, хурчка ансат апата пĕр шелсĕр çаклатса каять иккен.

Александр Геннадьевич тĕп килтен çемйипе çĕнĕ вырăна уйрăлса тухнă. Нумаях пулмасть вĕсем çĕнĕ пÿрт ĕçки туса ирттерни çинчен каларĕç. Çурт çĕкличчен çĕр лаптăкĕ çинче чи малтан кăвакарчăн вити хăпартса лартнине пĕлтĕм. Мăшăрĕ Алина ялти райпо лавккинче сутуçă пулса ĕçлет. Çемьере хĕрпе ывăл çитĕнеççĕ: Наталия тата Дима. Çемье пуçĕ Мускава ĕçлеме çÿрет, вăл - кирпĕч хуракан ăста. Мăшăрĕ килте çук чухне кăвакарчăнсене арăмĕ пăхать, ачисем те çак ĕçрен айккинче пăрăнса юлмаççĕ.

Кăвакарчăн ĕрчетес ĕçре ытти çынсен паха опычĕпе паллашас тĕллевпе вырăнти кайăк тусĕсем çулсеренех Хусана кайса килеççĕ. Унта кăрлач уйăхĕнче кăвакарчăнсен пĕтĕм Раççейри куравне йĕркелеççĕ. Пĕр шухăшлă çынсен сÿтсе явмалли вара çителĕклех.

Час-час тĕл пулса калаçас тĕллевпе хамăр республикăри кăвакарчăн пăхакансем кашни вырсарни кун Канашри ял хуçалăх пасарĕнче пуçтарăнма йышăннă. Вĕсем унта пĕр- пĕрин çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ, кăвакарчăнсемпе тин çеç ĕçлеме пуçланă çынсене канаш парса пулăшаççĕ, кайăксене хăйсем хушшинче улăштараççĕ.

Александр Геннадьевичăн ĕмĕчĕсем пысăк, вăл çитес вăхăтра кăвакарчăн усрамалли çĕнĕ вите (пураран) лартасшăн. Ăна хута яма чаплă мунча хакĕ тухса кайĕ. Анчах та укçа ыйтăвĕ ĕмĕтпе çунатланнă çыншăн чăрмав пулаяс çук, ăнăçу сунатпăр кайăк "тусне".

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика