30 августа 2013 г.
С.Белоусова Хабаровск крайĕнчи Ленинское салинче çуралнă. Кунти вăтам шкулта юлашки çул вĕреннĕ чухне темиçе çухрăмри çар чаçĕнче службăра тăракан чăваш каччипе паллашнă. Часах туслăх юратăва куçнă. Николай çартан Карăклăна Светланăпа таврăннă. Çамрăк арăм çав çулах Канашри медицина училищин сестрасен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен пĕр вăхăт унтах лаборанткăра ĕçленĕ. Каярахпа ача-пăча больницине куçнă. Светлана Михайловна 21 çул сестрара тăрăшнă.
2012 çулхи декабрьте Карăклăра врач амбулаторийĕ уçăлнă. Çĕнĕ çул хыççăн февральте С.Белоусова унти медицина ĕçченĕсен йышне кĕнĕ. Вăл – фельдшер-лаборант, аслă категориллĕ специалист. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Тăрăшулăхне кура ăна Хисеп грамотисемпе наградăланă, парне панă.
В.АЧЧА.