АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул каллех ачасен шавĕпе тулĕ

30 августа 2013 г.

 

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн акт залĕнче районти вĕрентÿ ĕçченĕсен конференцийĕ иртрĕ. Вĕрентекенсемпе чĕннĕ хăнасем "Ачалăх. Пултарулăх. Фантази" темăпа ачасен ал ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав умĕнче тытăнса тăраймасăр иртеймерĕç. Кунта курмалли, тĕлĕнмелли, ăмсанмалли нумай пулчĕ. Мероприятине районти ачасен пултарулăхĕн центрĕ йĕркеленĕ. Пысăк та аслă залăн сцени çинче конференцине килнисене çамрăк артистсем юрă-ташăпа çĕкленчĕк кăмăл кÿчĕç.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем янăранă хыççăн сцена çине хăпарма район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова чĕнчĕç. Владислав Васильевич:

– Йăлана кĕнĕ августри конференцин темине вĕренекенсене урокра, çавăн пекех урок хыççăн тата шкул тулашĕнче воспитани парассине халалланă. Ку вăл чи çивĕч тата черченкĕ тема шутланать. Вырăссен паллă педагогĕ А.С.Макаренко çапла каланă: "Ачасем пирĕн – ватлăх, тĕрĕс воспитани – пирĕн телейлĕ ватлăх, япăх воспитани – пирĕн пулас хуйхă, пирĕн куççуль, ытти çынсем, çĕршыв умĕнчи пирĕн айăп", - терĕ.

Владислав Васильевич 2013 çулта республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетмелли мерăсен комплексне районта пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни çинчен каларĕ. Вĕренÿ тата шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсен малашлăх аталанăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. В.Иванов предприниматель шкулсем валли 60 пин тенкĕлĕх канцеляри таварĕсем уйăрни çинчен пĕлтерчĕ. Федераци Канашĕн наука, вĕрентÿ, культура тата информаци политикин комитечĕн членĕ Г.Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев пулас ăрăва воспитани парас ыйтусене хускатрĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Çитĕнекен ăрăва воспитани парас тата вĕрентес ĕçре тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе физика тата математика вĕрентекен Л.Алексеевăна (Хучел вăтам шкулĕ), истори тата музыка вĕрентекен И.Баранова (Сухайкасси), физика вĕрентекен Л.Игнатьевăна (Шуркасси), истори тата общество пĕлĕвне вĕрентекен Н.Самойловăна (Уçырма), вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен О.Семеновăна (Ямаш) тата шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Р.Чебуковăна (Сиккасси) наградăларĕç. Ухман вăтам шкулĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В.Александров, Шуркасси, Аслă Мами, Сухайкасси тата Ямаш шкулĕсенчи пуçламăш классен учителĕсем Надежда тата Татьяна Александровăсем, Т.Васильева, Н.Михайлова, Пайкилт вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Зайцева район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Ытти наградăсем те пулчĕç.

Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев хăйĕн докладĕнче районти вĕрентĕвĕн мĕн пур енĕсене çутатса пачĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче Вырăскас Пикшихри, Вăтапуçĕнчи, Аслă Мамири, Карăклăри ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçма палăртнă. Пĕлÿ кунĕнче 307 ача пуçласа парта хушшине ларать. Çитĕнÿсем пур. Çапах та çитменлĕхсем те сахалах мар. Вĕсене пĕтерес тесе пĕр вĕçĕм ĕçлемелле. Уйрăмах ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ку енĕпе ĕçлемелли нумаййине кăçал пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕсенчен начартарах пулни аван кăтартса пачĕ.

Доклада сÿтсе явнă çĕре районти ачасен Пултарулăх центрĕн директорĕ И.Степанова, Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Л.Антонова, районти ачасен тĕп библиотекин заведующийĕ Н.Левая, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата полицин участоксенчи полномочийĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Антонова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, Федерацин потребительсен прависене тата çын ырлăх-сывлăхне хÿтĕлес сфера службин Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Егоров хутшăнчĕç.

Предметсен Пĕтĕм Раççейри тата республикăри олимпиадисен призерĕсен ертÿçисене, "Çулталăк вĕрентекенĕ", "Çулталăк воспитателĕ", "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурссен, спорт олимпиадисен призерĕсене сцена çине чĕнсе чысларĕç. Çакăн пек хисепе тивĕç пулнисен ячĕпе И.Агафонова тав сăмахĕ каларĕ, малашне тата пысăкрах ÿсĕмсем тума шантарчĕ.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти педагогсен туслă йышне 8 çамрăк специалист хушăнчĕ. В.Кондратьевпа Г.Григорьева Хучел, Н.Зайцевăпа А.Федорова Çеçпĕл, С.Шарипова Янкăлч, Г.Аристархова Ăвăспÿрт Кипеч, Е.Михайлова Вăтакас Кипеч, Н.Зиновьева Сухайкасси шкулĕсенче вĕрентме пуçлĕç. Районти "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурс çĕнтерÿçи, Сиккасси вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Л.Антонова вĕсене çул пилĕ пачĕ.

В.АЧЧА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика