АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă снайперăн куçĕсем халĕ те вичкĕн-ха

28 августа 2013 г.

 Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче совет çарĕсем нимĕç фашисчĕсене Курск патĕнче çапса аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. Уйăх çурăра Виççĕмĕш рейх армийĕ пысăк çухату тÿснĕ: 500 пин ытла салтакĕпе офицерĕ вилнĕ тата аманнă, 1500 танкне тата 1700 самолетне тĕп тунă. Çакăн пек аркатуран нацистла Германи ниепле те тăна кĕреймен, тарăн суранне сиплесе çитереймесĕрех каялла чакма тытăннă.

Курск пĕккинче хаяр çапăçусене хутшăннă салтаксем хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри çеç чĕрĕ. Вăл - Анат Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Яковлев. Нумаях пулмасть Николай Яковлевич 91 çул тултарчĕ. Улттăмĕш çул ĕнтĕ вăл Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче хĕрĕпе кĕрÿшĕ Любовь Николаевнăпа Иван Николаевич Сатаровсем патĕнче пурăнать. Ăна Раççей çар мухтавĕн кунĕ ячĕпе саламлама Патăрьел тăрăхне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алантьева, Канаш хулипе районĕн халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева çула тухрĕç. Валентина Михайловна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн чуна ăшăтакан саламне вуласа пачĕ: "Курск патĕнчи çапăçура çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа сире чун-чĕререн саламлатăп. Çак çапăçу 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрла çул çырăвĕнче чи çутă страница пек палăрса юлнă, çĕршывăмăрăн шăпин пуласлăхĕ пирĕн наци мăнаçлăхĕн, çар çыннин хастарлăхĕпе чапĕн ĕмĕрхи символĕ пулса тăрать. Эпир сирĕн хăюлăхăрпа тата паттăрлăхăрпа мухтанатпăр, унпа пĕрлех вăрçăра пуçĕсене хунисемшĕн хурланатпăр. Сире çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, лайăх кăмăл, телей, ăнăçу сунатăп". В.Алантьевăпа Э.Яковлева Николай Яковлевича уяв ячĕпе саламларĕç, ăшă сăмахсемпе, парнепе савăнтарчĕç.

Н.Яковлев Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне 1942 çулта тăнă. Çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн ăна фронта ăсатнă. Курск пĕккинче вăл сылтăм алăран йывăр аманнă. Нумай вăхăт çар госпиталĕнче выртнă. Тухтăрсем унăн аллине çăлса хăварайман. Тăван яла таврăнсан колхозра уй-хир бригадине ертсе пынă, машинăпа трактор паркĕнче хуралçăра, почтальонра ĕçленĕ. Ĕçрен хăраманни Николай Яковлевича пурнăçра малалла утма вăй парса тăнă, тăрăшса ĕçлеме хистенĕ. Мăшăрĕпе Дарья Никитичнăпа виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра ватă салтакăн 10 мăнукĕ тата мăнукĕсен 6 ачи – чи пысăк пуянлăхĕ.

Вăрçăра Николай Яковлевич снайпер та, пулеметчик та пулнă. Куçĕсем халĕ те вичкĕн-ха унăн. Куçлăхсăрах "Хыпар", "Сывлăх", "Кил-çурт, хушма хуçалăх" тата "Пенсионер" хаçатсене вулать, телеэкран умĕнче çĕнĕ хыпарсем пăхать. Ветеран хăйне хисеплесе килнĕшĕн, парнесемшĕн тав турĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика