28 августа 2013 г.
Марфа Дмитриевна Трубина (Трубина Марфи) – чăвашсен ача-пăча литературине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Кĕçех, авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче, вăл çуралнăранпа 125 çул çитет.
Кĕнеке палатинче Трубина Марфин 28 кĕнеки, пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса тухнă сăввисемпе юмахĕсем, калавĕсемпе повеçĕсем питĕ тирпейлĕн упранаççĕ, паян кун та çамрăксене ĕçчен те ырă кăмăллă, ăслă, хăюллă пулма вĕрентеççĕ, вулакансен чĕринче ырă туйăм çуратаççĕ. Хĕрарăм-çыравçă çинчен çырнă паха материалсем те сахал мар кунта.
М.Д.Трубина 1888 çулта Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1903-1909 çулсенче, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Шăпах çак шкулта вĕреннĕ чух М.Трубина этемĕн пурнăçри пысăк тĕллевĕсем çинчен шухăшлама хăнăхса пынă. Кунта вăл К.Иванов, Н.Шупуççынни сăвăçсемпе, Ф.Павлов, С.Максимов композиторсемпе хутшăннă. Вырăс çыравçисен И.С. Тургеневпа Л.Н.Толстой, А.С.Пушкинпа Н.В.Гоголь произведенийĕсемпе паллашнă. А.В.Кольцов поэзийĕпе çунатланса хăй те сăвăсем çырма тытăннă. М.Трубинан чи малтанхи сăввисем – "Елик" (1906), "Вилĕм, "Чухăн çын" (1908). Виçĕ сăвви те вăл вăхăтри хура халăхăн тертлĕ пурнăçне сăнланă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк учительница Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçĕнчи земство шкулĕнче, ун хыççăн ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Шкул ачисен вăйĕпе алăпа çырса "Шкул кунĕсем" ятлă журнал кăларса тăнă. Унта шкул пурнăçне çутатнă, сăвă-юрăсем те пичетленĕ.
1919 çулта çамрăк çыравçăн Хусанта "Чăваш юмахĕсем" ятлă пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Кунта вăл пурĕ 6 халăх юмахĕ кĕртнĕ. Çакăн хыççăн вара "Шурăмпуç", "Сунтал", "Канаш", "Çамрăк хресен", "Ĕç хĕрарăмĕ", "Трактор" хаçат-журналсенче унăн сăввисемпе калавĕсем тăтăшах пичетленме тытăннă. "Энтÿçпе Маруç", "Çуркунне", "Утă вăхăтĕнче", "Кĕркунне", "Хĕр хуйхи" сăввисенче автор чăваш çамрăкĕсем, вĕсен телейсĕр шăпи çинчен çырса кăтартнă.
Трубина Марфин пултарулăхĕ ытларах прозăра вăй илнĕ. Кунта хăй калас тенине уçăмлăраххăн та çивĕчреххĕн, анлăраххăн çавăрса илсе сăнарсене витĕмлĕрех кăтартса панă. "Эрех çулĕ", "Пасар кунĕ" калавсенче çыравçă кивĕ йăла-йĕркене питленĕ, ĕçке ерни çынна чĕрĕллех вилĕм шăтăкне чикнине сăнласа кăтартнă. "Хăнаран", "Вупăр", "Микул турра хĕнени" ятлă калавĕсем уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче автор кивĕ йăлапа кĕрешме чĕннĕ, çĕнĕ самана паллисене сăнланă.
Ача-пăча литературин никĕсне хывас тата ăна аталантарас тĕлĕшпе М.Трубина нумай вăй хунă. "Пукани", "Автан автать", "Куян юрри", "Марук чăххи", "Кăсăя" сăввисем ачасене туслă пулма, ĕçе юратма вĕрентнĕ. "Хĕрлĕ галстук", "Ача-пăча сăввисем", "Марине", "Пĕчĕк бригадирсем", "Асăнмалăх, савăнмалăх" кĕнекисенче те тĕп геройсем – ачасем. Çур ĕмĕре яхăн шкулта ĕçленĕскер, М.Трубина вĕсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, ĕмĕчĕсене, туртăмĕсене лайăх пĕлнĕ. Вĕсенче автор ачасене Тăван çĕршыва юратма, халăхшăн тăрăшма, ĕçчен те ырă кăмăллă, çулăмлă патриотсем пулма вĕрентнĕ. М.Трубина хайлавĕсем çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре пысăк вырăн йышăннă. Çавăнпа ĕнтĕ унăн нумай хайлавне шкул хрестоматийĕсене кĕртнĕ.
М.Трубинан пултарулăхĕнчи тепĕр пысăк тема – хĕрарăм кун-çулĕ. Асаплă та хĕн-хурлă пулнă унăн пурнăçĕ. Самана пусмăрне те, çемьери танмарлăха та тÿссе ирттерме тивнĕ хĕрарăмăн. "Малалла" повеçри Наçтук, "Ĕç тухмарĕ" калаври Мариç, "Мучар" повеçри Аннушки, "Хÿтĕ вырăнта" повеçри Санюк тата ытти сăнар та çакнах кăтартса парать. Хĕрарăм çĕнĕ пурнăçшăн епле кĕрешнине те сăнланă çыравçă. Кĕçĕн çулхисем те, шкулта вĕренекенсем те, кил-хуçи хĕрарăмĕ те унăн произведенийĕсенче тивĕçлĕ вырăн тупнă.
Педагог тата çыравçă драмăлла произведенисем те сахал мар çырнă. "Çĕр чĕлхи", "Килет", "Телейсĕр хĕр" пьесăсенче вăл 1917 çул хыççăнхи чăваш ялĕнчи класс кĕрешĕвне сăнланă. "Çĕн-терчĕ" пьеси вара 1927 çулта уйрăм кĕнекен çапăнса тухнă, "Канаш" союзĕн илемлĕ литература ăмăртăвĕнче 5-мĕш преми илнĕ.
Хĕрарăм-çыравçăн пултарулăхĕнчи чи паллă произведени – "Ача чухнехи" повесть. Ăна вăл хăйĕн пурнăçĕн юлашки çулĕсенче сывлăхĕ начарланса пынă чухне автобиографиллĕ пулăмсене тĕпе хурса çырнă. Кунта автор хăй мĕнле кил-йышра, ăçта çурални çинчен, Чĕмпĕрти чăваш шкулне, И.Я.Яковлев патне вĕренме тухса кайнă самантчен мĕнле пурăнни, мĕн курни-илтни, мĕн-мĕн тÿсни çинчен йĕркипе çырса кăтартнă. Унта 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш ялĕн сăн-сăпачĕ анлăн та тĕплĕн сăнланнă. Малтан вăл 1955 çулхи "Тăван Атăл" журналăн 2-4-мĕш кĕнекисенче сыпăкăн-сыпăкăн пичетленнĕ, 1960çулта уйрăм кĕнекепе кун çути курнă. Повеçе чăвашсен паллă çыравçи Л.Агаков çапла хакланă: "Трубина Марфин "Ача чухнехи" повеçĕ пирĕншĕн питех те хаклă произведени пулса тăрать. Тĕрĕссипе каласан, авалхи чăваш ялне, чухăнсен ун чухнехи асаплă пурнăçне, ял куштанĕ тискерлĕхне кăтартса парас тĕлĕшрен ку повесть "Нарспи" хыççăн пĕрремĕш вырăнта тăрать. Кунта эпир ним пысăклатмасăрах калатпăр" (Агаков, Л. Лайăх повесть ŸŸ Тăван Атăл. – 1958. – Кн. 1. – С. 97).
Трубина Марфин иксĕлми пултарулăхне ытти паллă çыравçăсем те пысăка хурса çапла хак панă:
"Марфа Дмитриевнăна питĕ лайăх пĕлетĕп. Тĕлĕнмелле сăпайлăхĕпе, ыркăмăлăхĕпе, пултарулăхĕпе илĕртетчĕ..." "Ефимов, Г.Çепĕç кăмăлĕ халь те асра ŸŸ Çилçунат. – 1999. – "9. – С.2).
"Трубина Мархви чăваш халăхĕшĕн вут пек çунса, ырă, пархатарлă ĕçсем питĕ нумай тунă пулин те, хăйне çав тери сăпайлă тытатчĕ. Калаçасса чăн-чăн ял хĕрарăмĕсем пек тÿлеккĕн, шăкăл-шăкăл калаçатчĕ. Кирек мĕнле йывăр саманара та вăл кăшкăрса кайнине курман эпĕ. Хăйне пысăка хумастчĕ... Ăна пурте, пурте хаклатчĕç..." (Алендей, В.Пирĕн çăлтăр ŸŸ Пионер сасси. – 1998. – 10 авăн).
Халăха вĕрентес тĕлĕшпе нумай çул хушши тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн Трубина Марфине Ленин орденĕпе, "Ĕçре палăрнăшăн" тата "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастарлă ĕçленĕшĕн" медальсемпе, Хисеп грмотисемпе наградăланă, Чăваш АССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене панă.
Сăмах ăсти М.Д.Трубина пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 57 çул иртрĕ. Апла пулин те унăн хайлавĕсем халĕ те пурăнаççĕ, вулакансен çĕнĕрен çĕнĕ ăрăвĕсене савăнăç кÿреççĕ, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянлатаççĕ. Шанса тăрас килет, малашне те унăн çутă сăнарĕ чăваш халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ.
Е.АРЛАНОВА,
Чăваш Республикин кĕнеке палати.