АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар машинине çÿретнĕ

28 августа 2013 г.

Г.Николаев Чакаç шкулĕнче вĕреннĕ чухнех техникăпа çывăхланнă. Унăн ашшĕ Данил Николаевич "Канаш" колхзори чи лайăх механизаторсенчен пĕри пулнă. Ĕççи вăхăтĕнче кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларнă. Ывăлне, Генăна, ÿсерехпе каникул вăхăтĕнче "уй-хир карапĕ" çине хăйне пулăшма илнĕ. Пурне те пĕлме юратакан арçын ача ашшĕн кашни хусканăвне сăнанă, асра тытса юлма тăрăшнă. Яш ÿсĕмне çитсен комбайна хăй тĕллĕнех çÿретме пултарнă. Паллах, Данил Николаевич çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕ, хăнана мĕн кайсан тĕпренчĕкĕпе мухтанмасăр чăтайман.

Ун чухне Чакаç ялĕн шкулĕнче сакăр çул вĕрентнĕ. Вăтам пĕлÿ илме вунă çухрăмра ларакан Янкăлч шкулне çÿреме тивнĕ. Кунне 20 çухрăм утакансем хушшинче Гена та пулнă. Икĕ çултан ача чухне çуралнă ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Канашри 1424-мĕш номерлĕ автоколонна çумĕнчи автошкула вĕренме кайнă. Водитель правине илнипе лăпланман вăл – Шăхасанти "Ял хуçалăх техники" пĕрлешÿре йĕркеленĕ трактористсен курсне çÿренĕ. Часах салтака кайма ят тухнă. Çирĕп сывлăхлă, патвар хул-çурăмлă каччă сывлăш десант çарне лекнĕ. Литва территоринче тăракан чаçра десант çар машинине (БМД) алла илнĕ. Афганецсен скверĕнче шăпах çавăн пек машина ларать.

Г.Николаев çулталăк çурă Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Вăл тытса пыракан БМД сăртлă-туллă çулсемпе мĕн чухлĕ чупман пулĕ. Душмансен вут-çулăмĕ айне пĕрре мар çакланнă. Кашнинчех чаç тăракан вырăна тĕрĕс-тĕкел таврăннă.

– Афган çыннисем кун çутинче ăшшăн калаçатчĕç, тус, юлташ тесе чĕнетчĕç. тавралăх тĕттĕмленсен мĕн ирччен тупăсенчен, минометсенчен кĕрĕслеттеретчĕç, çĕр "чÿхенсе" çеç тăратчĕ, – терĕ Геннадий Данилович.

Салтакран таврăнсан Г.Николаев çирĕм çула яхăн стройкăра вăй хунă. Республикăри хуласемпе районсенче промышленность объекчĕсем, пурăнмалли çуртсем тунă çĕрте ĕçленĕ. Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕнче автобус çинче ĕçленĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев 2009 çулта Г.Николаева хăй патĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Килĕшнĕ Геннадий Данилович. Вăл мĕнле ĕçленипе управлени ĕçченĕсем те, шкулсен директорĕсемпе вĕрентекенĕсем те кăмăллă. Шанса панă техникăна юсавлă тытать, кирек хăçан та çула тухма хатĕр.

Г.Николаев ĕçленĕ предприятисенче унăн тăрăшулăхне Хисеп грамотисемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе хакланă,Тав çырăвĕсем, парнесем парса хавхалантарнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика