АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв çинче асăрхануллă пулăр

21 августа 2013 г.

Çуллахи шăрăх кунсем хăйсен вăйне çухатма васкамаççĕ. Кăнтăрла çанталăк самаях пăчă. Кун пек чухне çынсем кÿлĕ е юхан шыв хĕррине васкаççĕ, шыва кĕрсе киленеççĕ. Анчах та шыв киленĕçпе савăнăç çеç кÿмест, асăрханусăр тата тимлĕхсĕр пулсан пысăк инкек те илсе килме пултарать. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа 35 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 7-шĕ – ачасем.

Çак хăрушă инкексем пирĕн района та айккинчен пăрăнса иртмен. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче районти полици пайне Çĕнĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан çамрăк хĕрарăм шăнкăравланă, унăн пĕчĕк ывăлĕ ирхине килтен тухса кайнă та каялла таврăнман иккен. Шырав ĕçĕсем пуçарнă, тепĕр кунхине ывăл ачан ÿтне вырăнти кÿлĕре тупнă. Вăл унта сулăпа ярăннă пулнă.

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче полици сотрудникĕсем тепĕр шăнкăрав йышăннă. Хальхинче ывăл ача Хучель ялĕнче çухалнă пулнă. Ача ял çумĕнчи кÿлĕре путса вилнине тупса палăртнă. Вăл унта çамрăк юлташĕпе шыва кĕнĕ пулнă.

Çакна калас килет, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсене хăйсене тĕллĕн çеç кÿлĕ е юхан шыв хĕррине ан ярăр. Ача темле лайăх ишме пĕлсен те инкек куçа курăнса килмест. Кайран чавса çывăх та çыртма çук.

Л.АНТОНОВА,

çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика