21 августа 2013 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Мăкăр хĕрĕ Ануш вун саккăрта пулнă. Горький чукун çулĕн 17-мĕш çул-йĕр дистанцийĕ ăна Мăкăр кĕперне асăрхаса тăракансен йышне илнĕ. Тĕттĕм каçсенче А.Егорова хунарпа кĕпер тăрăх каллĕ-маллĕ мĕн чухлĕ утман пулĕ. Кунта вара кунĕн-çĕрĕн Мускавалла пирĕн çар эшелонĕсем иртнĕ.
Чукун çул çинче Анна Егоровна пенси çулне çитичченех ĕçленĕ. Унăн тăрăшулăхне Хисеп грамотисемпе хакланă, Тав çырăвĕсем панă, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе наградăланă. Уйăхсерен пенси килессе кĕтсе ларман вăл, нумай çул колхозра вăй хунă. Пысăк çемьере çитĕннĕскер нимĕнле ĕçрен те ютшăнман, мĕн хушнине тĕплĕ те вăхăтра пурнăçланă. Ырă кăмăлĕшĕн, ĕç-ченлĕхĕшĕн хисепленĕ те ăна ял-йыш, коллективлă хуçалăха ертсе пыракансем. Ал ĕçне ăста пулнă А.Егорова. Унăн тĕрлĕ тĕслĕ çиппе иемлетнĕ ал шăллийĕсем килĕнче курăнмалли вырăнта çакăнса тăраççĕ.
Анна Егоровна икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Тăхăр çул каялла Владимир ятлă ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Мускавра пурăнакан хĕрĕ, Валентина, вăтăр çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Халĕ ватă амăшне инкек-синкекрен асăрхаса тăрать. Ануш кинемейĕн икĕ мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем виççĕн.
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче А . Егоровăна çуралнă кун ячĕпе саламлакансем йышлăн пулчĕç – çав кун вăл 90 çул тултарчĕ. Анна Егоровнăна сумлă уявпа Раççей Президенчĕ В.В.Путин та саламланă. Çак хаклă çырăва юбиляр патне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çитерчĕ.
– 90 çулхи юбилее паллă тăвакансем йышлах мар. Эсир çывăх çыннăрсемпе тăванăрсене тата нумай çул савăнтарса пурăнасса шанатпăр. Турă сире сывлăхне парсах тăтăр, - терĕ Владислав Васильевич Ануш кинемее В.В.Путинăн саламне вуласа панă хыççăн. Хисеплĕ ватăна чечек çыххипе тата парнепе чысларĕ.
Хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Иванов, библиотека заведующийĕ А. Трофимова, хĕрĕ Валентина, тăванĕсем, кÿршисем Ануш кинемей валли нумай ăшă сăмах тупрĕç. Паллах, вĕсем те пушă алăпа килмен. Вырăнти артистсем Анна Егоровнăн юратнă юррисене шăрантарчĕç, купăс çеммипе ташларĕç. Кинемей хăйне çапла хисеп тунăшăн тав туса савăнăç куççульне темиçе хутчен те тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ.
– Пурте ман пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, сывлăха упрăр, ырăпа çÿрĕр, - тесе ăсатрĕ хăнасене Ануш кинемей.
В.АЧЧА.