21 августа 2013 г.
"Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх хирĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсем 835 гектар йышăнаççĕ. Эрне пуçламăшĕ тĕлне çуррине яхăн пухса кĕртнĕ. Гектар пуçне вăтамран 19 центнер тухать.
Нумаях пулмасть хуçалăхри уй-хир ĕçĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата унăн çумĕ Анатолий Егоров паллашрĕç. Хуçалăх ертÿçипе Махмуд Гулиевпа вĕсем çурхи тулă пуссинче тĕл пулчĕç. Вырмана кÿршĕ хуçалăхсенче ĕççирен пушаннă тăватă комбайна пулăшма чĕнсе илнĕ.
Тырă лаптăкĕсенчен пĕринче çĕнĕ "Палессе" комбайн ĕçлет. Ăна Тури Юнтапа ялĕнче пурăнакан пĕр тăвансем, Олегпа Анатолий Кузьминсем, тытса пыраççĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ вырмана тăваттăмĕш сезон хутшăнаççĕ.
В.АЧЧА.