21 августа 2013 г.
Канмалли кун Çĕнĕ Пинерте пĕчĕк ял уявне ирттерчĕç. Халăх культура çурчĕ умĕнчи илемлетнĕ лапама пуçтарăнчĕ. А.Никоноров ертсе пыракан "Пинер" фольклор ушкăнĕ вĕсене картана тăрса "Анкарти пĕр тулли шур кăвакарчăн" юрăпа, А.Трофимовпа Е.Талызина хăнасене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Михайлов уçрĕ. Пухăннă халăха район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та саламларĕ, тыл ĕçченне П.Федорова ялăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕ пачĕ. Çавăн пекех Владислав Васильевич кĕскен уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ.
Ĕç ветеранĕ В.Михайлов ял историне уçса пачĕ. Уява йĕркелекенсем вăрçă ветеранне В.Степановăна, ялта çулĕпе чи аслă П.Степанова, чи çамрăккине Настя Ананьевăна, Зойăпа Владимир Денисовсен нумай ачаллă çемйине, пĕрле 50 çул ытла пурăнакан мăшăрсене Федоровсене, Вишневскисене тата Степановсене чечек çыххисем тата парнесем парса ăшă сăмахсемпе, хитре юрăсемпе саламларĕç.
И.Матвеевăпа А.Петрова тутлă шÿрпепе, килте вĕретнĕ сăрапа сăйларĕç. Кашниех вăрăм сĕтел çине лартма килĕнчен мĕн те пулин тутли илсе килнĕ. Уява спорт вăййисем, хаваслă конкурссем илемлетрĕç.
"Пинер" ансамбль, чăваш эстрадин юрăçисем Типшĕм Сашук, Л. Гордеева, А. Чайкина ял халăхĕн кăмăлне юрă-кĕвĕпе çĕк-лерĕç, ташша тухма йыхравларĕç. "Пинер" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ертÿçи Ю.Сергеев йĕркеленипе ял урамĕсем çийĕн дельтаплан вĕçрĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.