23 августа 2013 г.
Районти ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе йĕркеленĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна тăватă номинаципе ирттернĕ: урамсене, социаллă сфера учрежденийĕсен территорийĕсене, кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕсене ешĕл тум тата хăтлăх кÿресси, чечек йăранĕсем тата кану кĕтесĕсем тăвасси.
Хăйсен номинацийĕсенче Хыçалкас ялĕнчи Çамрăксен урамĕ, Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕ, Уçырмари Р.Матвеева тата Карăклăри В.Петровпа М.Петрова хуçалăхĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл урамĕ, Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕ, Вăтапуçĕнчи А.Платоновпа Г.Платонова тата Сиккассинчи Н.Вазинге хуçалăхĕсем йышăннă, виççĕмĕшĕнче – Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи Гагарин урамĕ, Сиккассинчи тата Маякри культура çурчĕсем, Ухман ялĕнчи В.Григорьев хуçалăхĕ.
Çĕнтерÿçĕсене 5000-шер, призерсене 3000-шер тата 2000-шер тенкĕ преми тата дипломсем парса хавхалантарнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.