АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер хуçалăхĕсенче пулнă

23 августа 2013 г.

 Районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вырма ĕçĕсен 83 процентне пурнăçланă, урăхла каласан, акнă 3871 гектар тыррăн 3368-ĕшне пухса илнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ 17 центнерпа танлашать. Ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ А.Егоров тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров А.Денисов тата И.Протасов фермерсен хуçалăхĕсенче пулчĕç.

И.Протасов кĕр аки ирттерме суперэлитлă вăрлăх хатĕрленĕ. Унăн тата кĕрĕвĕн И.Лукьяновăн хуçалăхĕсем 750 гектар кĕрхи тата çурхи тулă, çурхи урпа вăрлăхлăх ÿстернĕ. Тырă пуссисенче 4 комбайн ĕçлет. 350 гектар çĕртме тунă.

А.Денисов хуçалăхĕ тĕпрен илсен вика тата нумай çул ÿсекен курăксемпе ĕçлет. Кăçал вĕсене 200 гектар çинче акса хăварнă. Вырмана икĕ кунта вĕçлеме палăртнă. Кашни гектар вăтамран 16 центнер тухăç парать. Кĕрхи ыраш тата кĕрхи вика акма çĕр хатĕрлеме тытăннă. Çак култьурăсем 80 гектар йышăнĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика