АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кая юлса каю ан шăттăрччĕ

23 августа 2013 г.

 Черетлĕ информаци кунĕнче калаçу уй-хир ĕçĕсем, республикăра пурăнакансен сывлăхĕ, вĕрентĕвĕн çĕнĕлле çул-йĕрĕ, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен пычĕ. Яланхи пекех мероприяти район администрацийĕн акт залĕнче информкун пирки кирлĕ кăтартусем панипе пуçланчĕ.

Республикăра вырма ĕçĕсем мĕнле иртсе пыни пирки ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов каласа пачĕ. Типĕ çанталăка пула Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсем – Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк тата Комсомольски – пысăк тăкак тÿснĕ. Районсенчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 78 процентне пухса илнĕ. Çĕр улми кăларассипе Элĕк, Вăрмар, Комсомольски районĕсем малта. Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, районта тыр-пул пухса кĕртессин вĕçĕ патне çитесси нумаях юлмарĕ. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 10418 гектар тырра (планăн 87 проценчĕ) çапса тĕшĕленĕ. Вунă ял хуçалăх предприятийĕпе 20 хресчен (фермер) хуçалăхĕ вырма ĕçĕсене пĕтернĕ. "Хучель", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче юлашки гектарсем çинче ĕçлеççĕ. Кашни кун тырă пуссине 38-43 комбайн тухать, кунне вăтамран 700-800 гектар выраççĕ.

Кăçал 600 гектар çинче кĕр аки туса хăвармалла. Эрне пуçламăшĕ тĕлне кĕрхи тырă акма çĕр 3500 гектар хатĕрленĕ. 683 тонна вăрлăха (планăн 52 проценчĕ) тĕрĕслеве тăратнă. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче, "Сормовский", "Агат", "Хучель", "Агрофирма "Ямашевская" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче кĕрхи тулă, ыраш акма тухнă. Çурхи культурăсем валли 4260 (планăн 33 проценчĕ) çĕр сухаланă. Информкун тĕлне районта утă 4671, сенаж 11100 (77 процент), силос 1050 (22 процент) тонна хатĕрленĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине залри халăх патне çитерчĕ. Парта хушшине 3350 ача ларĕ, шкула пуçласа килекеннисем – 307-ĕн. Сакăр шкула тĕпрен юсанă. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче реконструкцин пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Иккĕмĕшĕ – килес çулăн 3 тата 4-мĕш кварталĕсенче. Шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне 110 ачана йышăнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алантьева пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарчĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене коммуналлă комплексăн 5 организацийĕ пăхса тăрать. Хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ. Районта котельнăйсем 99. Юсанисем улттă. Газпа тата çĕр кăмрăкĕпе ĕçлекен пысăк пусăмлă хурансене çывăх вăхăтрах хĕле хатĕррисен ретне тăратĕç. Шăхасан ял тăрăхĕ çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тÿлесе татман, парăмĕ – 350 пин тенкĕ. 14 çуртра хваттерсене газпа ăшăтмалли хатĕрсем вырнаçтарнă. Кăçал тата 12 çуртра çак ĕçе тума планланă. Ку вара газ парăмĕсене самаях пĕчĕклетме пулăшĕ.

Район больници 39516 çынна медицина пулăшăвĕ парать. Вĕсенчен çитĕннисем – 31865-ĕн, çул çитмен çамрăксем – 1414-ĕн, ачасем - 6237-ĕн, ĕçлекеннисем – 3700-ĕн: 77 врач, 66-шĕ тĕп больницăра ĕçлет. Медицина ĕçченĕсем пĕтĕмпе 556 çын. Çулталăк пуçланнăранпа районта 272 ача çуралнă, 291 çын вилнĕ. Çут тĕнчене килекенсен йышĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 10,8 процент ÿснĕ, пурнăçран уйрăлса каякансем 19,8 процент сахалланнă. Кăçалхи 6 уйăхра вилнисен вăтам ÿсĕмĕ – 65,9 çул, çав шутра арçынсен – 58,8, хĕрарăмсен – 74,5.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов чи малтан Карăклă ялĕнчи библиотекăра ку тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Николай Петровичпа Владислав Васильевич пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темисене çутатса пачĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç. Иккĕмĕш тĕл пулу Сиккассинче иртрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Мидуков ертсе пыракан информушкăн Пайкилт тата Ачча ял тăрăхĕсенче пулчĕ.

Информаци кунне район администрацийĕн акт залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Ушкăн ертÿçисем тĕл пулусем мĕнле иртни çинчен каласа пачĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика