21 декабря 2012 г.
"Çырма мана асап тÿсекенĕнни евĕр чунри тăвăл, уçă, халĕччен никам хускатман шухăш кирлĕ", – тесе çырнă Çеçпĕл Мишши 1920 çулта А.Червякова патне. Çеçпĕл поэзийĕ, çавнашкал хавхаланупа тулнăскер, чăваш çырулăхĕнче çĕнĕ тапхăр уçнă.
Çеçпĕл çĕнĕ чăваш историйĕнче культурăллă герой пулнă, çавăн пек сăнар пулса юлать те. Чăваш кĕнеке издательствинче ăна халалласа "Литература палăкĕсем" серипе "Çеçпĕл. Эп пин чăваш" ятпа кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Поэтăн çав тери кĕске, анчах та тĕрлĕ пулăмпа пуян пурнăçĕ, унăн "хĕрÿллĕ" чĕлхи, Çеçпĕлĕн сăнарĕ ХХ ĕмĕр тăршшĕпех искусствăн тĕрлĕ тĕсĕнче (ÿнерте, графикăра, скульптурăра, театрта, кинора, музыкăра) тата литературăра хăйĕн вырăнне тупнă.
Нумаях пулмасть кун çути курнă кĕнекене Çеçпĕл Мишши çырнă сăвăсем, статьясем, дневник сыпăкĕсем тата çырусем, сăн ÿкерчĕксем, художниксен ĕçĕсем кĕнĕ. Иллюстрацисемпе пуян кĕнекене А.Хусанкай пухса хатĕрленĕ, Г.Фомиряков художник илемлетнĕ. Кĕнекен ум сăмахне Чăваш халăх поэчĕ Г.Айхи 1999 çултах çырнă пулин те, вăл паян кун та хăйĕн актуаллăхне çухатман.
Кăçал кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çавна май ку кĕнеке чăваш поэзийĕн классикне асăнса кăларнă паха палăк вырăнне пулчĕ.
О.НАЗАРОВА.