21 декабря 2012 г.
Раштавăн 15-мĕшĕнче Катек ялĕнче пурăнакан Е.Егорова 95 çул тултарнине паллă турĕ. Вăл ултă ачаллă çемьере ÿснĕ. Ялти шкулта çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне Улатăрти зоотехникумра ÿстернĕ. Вăрçă çулĕсенче Евгения Константиновна пуçламăш классене вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕ пулнă Вениамин Васильев ăна çуралнă кун ячĕпе саламлама ятарласа килчĕ. Юбилей уявĕ ялти библиотекăра иртрĕ.
Вăрçă хыççăн Е.Егорова Катекри сĕт-çу ферминче ветеринарта ĕçленĕ. Çăмăл пулман çав çулсем. 1949 çулта Евгения качча тухнă. Мăшăрĕ Евдоким Егорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă, инвалид. Килес çул 95 тултарать. Ветеранăн кăкăрне çар наградисем илем кÿреççĕ. Егоровсен çемйинче пилĕк ача ÿснĕ. Хальхи вăхăтра хисеплĕ ватăсем кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсен 6 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук.
Евгения Константиновна ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Владимирова Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа пачĕ. Çавăн пекех хисеплĕ ветерана Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов, Канаш районĕпе хулинчи социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, "Победит" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи Д.Семенов саламларĕç, чечек çыххипе парне пачĕç.
"Пттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр тĕрĕслевĕсене чыслăн чăтса ирттернĕ ăрăвăн" представителĕсене – 63 çул пĕрле пурăнакан Евгения Константиновнăпа Евдоким Егорович Егоровсене вырăнти вăтам шкулăн çамрăк артисчĕсем тата О.Егорова ертсе пыракан "Шевле" фольклор ансамблĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Юбилей каçне библиотека заведующийĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Степанова йĕркеленĕ.
А.ТЯМИНА.