21 декабря 2012 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн XXIV ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ-Пуху председателĕ Иван Иванов ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Анатолий Егоров хутшăнчĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тăватă ыйтăва пăхса тухрĕç.
Пĕрремĕш ыйтупа районăн тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ Владимир Салдаев тухса калаçрĕ. Унăн сăмахĕ çак орган çинчен калакан положение улшăнусем кĕртесси çинчен пычĕ. Депутатсем пĕр саслăн пулса асăннă улшăнусене кĕртме йышăнчĕç. Йышăнăва мĕнле пурнăçланине йĕркелĕх саккунĕсене çирĕплетес, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата депутатсен этикине аталантарас енĕпе ĕçлекен яланхи комиссине хушса хăварчĕç.
Муниципалитет служащийĕсене, муниципалитет службин должноçĕнче ĕçлекенĕн вырăнне вăхăтлăха юлакансене хушса тÿлемелли йĕркене мĕнле улшăнусем кĕртме палăртни çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Андрей Поляков пĕлтерчĕ. Тÿлев виçисене йышăну кăларса çирĕплетрĕç.
Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Владимирова Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхне срок тухичченхи суйлавĕн участокри суйлав комиссийĕн составне кĕртме сĕннĕ, татса паракан сасă ирĕкне тивĕçлĕ кандидатурăсен списокне пĕлтерчĕ. Вĕсем – Чакаçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Людмила Алексеева (Чакаçри суйлав участокĕ), "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхри склад заведующийĕ Любовь Егорова (Кармами выçăлкки), Мăкăрти "Василек" пуçламăш шкул-ача сачĕн вĕрентекенĕ Светлана Патшина (Мăкăр) тата районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Виктор Федоров (Тури Юнтапа). Вĕсене район депутачĕсен Пухăвĕнчен тăратнă. Сĕннĕ кандидатурăсен списокне çирĕплетнине пĕлтерекен йышăнăва районти территори суйлав комиссине çитереççĕ. Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхне 2013 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче суйлĕç.
Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ Валерий Чернов Канашри Чукун çул урамĕнчи пушă ларакан виçĕ хутлă, 20-мĕш номерлĕ çуртăн иккĕмĕш хутне хула пурлăхне куçарасси çинчен сăмах каларĕ. Депутатсем унăн сăмахĕсене тĕпе хурса тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç. Ăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăма яланхи комиссине хушрĕç.
Район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов тата райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Анатолий Егоров депутатсене тата ларăва чĕннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламларĕç. Çĕнĕ çулта тата та яваплăрах, интереслĕрех ĕç кĕтнине, агропромышленность производствине çĕклес тата яла çĕнетес енĕпе пĕрле ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕç. Пурне те чун-чĕререн ăнăçу, телей, ырлăх, юратупа çемье ăшши сунчĕç.
Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухсан Анатолий Егоров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе кĕске канашлу ирттерчĕ. Вăл Шуркасси вăтам шкулĕнче спорт залне тăвасси вĕçленсе пынине, ăна раштавăн 25-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнине пĕлтерчĕ. Кун пек пысăк зал Вăтапуç ялĕнче кăна пур. Анатолий Николаевич çулталăк вĕçĕнче тата килес çул хута яма планланă объектсем çинче те чарăнса тăчĕ. Килес çул валли республикăра тухса тăракан хаçатсене тата "Канаш ен" райхаçата çырăнса юлма васкатрĕ.
Надежда Николаева муниципалитет службинче 1987 çултанпа ĕçлет. Халĕ Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пырать. Должность тивĕçĕсене ăнăçлă тата тÿрĕ чунпа туса пынăшăн, обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн Надежда Владимировнăна район администрацийĕн Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕç. Районăн "Техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă предприятин директорне Виталий Иванова "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн парнисене волейболла выляса çĕнсе илессишĕн пуçарнă ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн тата ăна йĕркеленĕ çĕре активлă хутшăннăшăн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Хулапа районăн налук службин пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ильина налук законодательствинчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Налуксене кредит учрежденийĕсен банкомачĕсемпе терминалĕсем урлă тÿлесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Бюджетпа татăлмалли кун пек майпа хамăр республикăра банк карточкисемпе усă курма пулать. Çакă вара хăвăрт та меллĕ. Хăвăн ИННна банкомат çинче кăтартмалла, хывнă тÿлев бюджета виçĕ кунран çитет. Çак кунран парăм татăлнă шутланать. Светлана Геннадьевна Çĕнĕ çула парăмсăр кĕтсе илме сĕнчĕ.
В.АЧЧА.