21 декабря 2012 г.
Юн кун, раштавăн 19-мĕшĕнче, районта йăлана кĕнĕ пĕрлехи информаци кунĕ "Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвăн тĕп положенийĕсем. Ĕç тăвакан органсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăх пурăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне вăйлатас енĕпе йышăнмалли мерăсем. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче универсаллă электрон карттине пурнăçа кĕртесси" темăсемпе иртрĕ. Канаш тăрăхĕн çыннисемпе тĕл пулса калаçма Шупашкартан информаци ушкăнĕ килчĕ. Ушкăнра – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова, Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин Чăваш Республикин "Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕ" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Е.В.Барсукова, Информаци политикин тата массăллă коммуникацин министерствин "Чăваш кĕнеке издательстви" патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ В.П.Комиссаров тата Федерацин налук службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан О.М.Никина.
Район администрацийĕн акт залĕнче кÿртĕм инструктаж ирттернĕ хыççăн информушкăнсем ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç. Налук службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан О.М.Никина тата Канашри налук инспекцийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Л.Доронина Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Вĕсене çак ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Кузьминпа В.Максимов кĕтсе илчĕç. Ольга Михайловна Раççей Президенчĕ В.В.Путин раштавăн 12-мĕшĕнче, Раççей Конституцине йышăннăранпа 19 çул çитнĕ кун, Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕршыв аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе çыхăнтарса ăнлантарса пачĕ. Вăл демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланнине палăртрĕ, республикăра резервсем, хăват пуррине, вĕсемпе туллин усă курмаллине палăртрĕ. О.Никинапа Л.Доронина Кипеч çыннисен налук тÿлессипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç, ăна парăмсăр кĕтсе илме сĕнчĕç.
Ольга Михайловна çавăн пекех ĕç тăвакан органсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăх пурăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне вăйлатас енĕпе йышăнмалли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене ирттернĕ чухне тимлĕхе малти вырăна хумаллине аса илтерчĕ, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнма ыйтрĕ.
2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче универсаллă электрон карттине пурнăçа кĕртме тытăнаççĕ. Информушкăн ертÿçи ку енĕпе ĕçе мĕнле йĕркелени тата çак карта мĕн енĕпе усăлли çинчен каласа пачĕ.
Республикăн вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн акт залĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсемпе, Чăваш Республикин "Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕ" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Е.В.Барсукова Шăхасан тата Çеçпĕл, "Чăваш кĕнеке издательстви" патшалăх унитарлă предприятин директорĕ В.П.Комиссаров Чакаç тата Янкăлч ял тăрăхĕсен çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕç.
В.АЧЧА.