19 декабря 2012 г.
Баранов (хушаматне урăхлатнă) тулли мар яваплă пĕрлĕхе хăйĕн машинине арендăна панă. Çак автомобиле Анисимов (хушамачĕ хăйĕн мар) шантару хучĕпе çÿретнĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл пĕрлĕх хушнă ĕçе пурнăçлама тухсан çул çинче Потапов (хушаматне улăштарнă) тытса пынă скутер çине çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăсса кĕрсе кайнă. Хыçалти ларкăч çинче ларса пынă çамрăк хĕр инкек пулнă вырăнтах вилсе кайнă.
Хĕрĕн амăшĕ хăйне мораль енчен сиен кÿнĕшĕн явап тытаканран, тулли мар яваплă пĕрлĕхрен, 500 пин тенкĕ шыраса илме суда тавăç тăратнă. Çавăн пекех унран хĕрĕн вил тăприйĕ çине палăк лартма 24500 тенкĕ шыраса илме ыйтнă.
Скутер хуçи Потапов та автоинкекре сывлăхне хавшатнăшăн мораль енчен сиен кÿнине саплаштарма тавăç тăратнă. Вăл 100 пин тенкĕ ыйтнă.
Суд тулли мар яваплă пĕрлĕхрен, унта Анисимов ĕçленĕ, Васильева валли 200 пин, Потапов валли 20 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă. Унсăр пуçне Васильевăна хĕрĕн палăкне лартма çÿлерех асăннă предприятирен 18550 тенкĕ куçарттарса пама йышăну кăларнă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.