АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем те вĕренеççĕ

19 декабря 2012 г.

Тăвай вăтам шкулĕнче химипе биологине вĕрентекенсен республикăри семинарĕ иртрĕ. Вĕрентÿ программине шкулăн чăн-чăн производствипе çыхăнтарма наукăпа тĕпчев лабораторийĕ тунă. Çакна пурнăçа кĕртме ялти шкул ачисен социаллă туртăмне тивĕçтерме тата ял хуçалăх профессийĕ суйласа илме системăллă, тĕллевлĕ пулăшу йĕркелеме вăхăт çитни хистенĕ. Лаборатори ĕçĕсене çак шкулти хими учителĕ Н. Гаврилова ертсе пырать.

Кил хуçисем семинара килнисене педагогикăра пухнă опычĕсемпе паллаштарчĕç. Тăвай вăтам шкулĕн химине вĕрентекенĕ Н.Гаврилова "Тăпран тата шывăн экспресс тишкерĕвĕ" темăпа мастер-класс ирттерчĕ. Тĕмер педагогĕ Т.Большова биологи урокĕсенче сывлăха сыхлакан технологисемпе мĕнле усă курмалли çинчен каласа пачĕ. Турикас Тушкил ачисене химипе биологи пĕлĕвĕ паракан Е.Емельянова хăй кăçал кăларнă "Путеводитель на уроках химии" кĕнекепе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл çак кĕнеке химипе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ тытмашкăн хатĕрленме мĕнле пулăшни çинче чарăнса тăчĕ.

Ĕçлĕ те усăллă семинар хыççăн вĕрентекенсем "Фирма "Акконд-агро" акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче тата Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕнче экскурсире пулчĕç.

О.ИВАНОВА,

Катек вăтам шкулĕн хими вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика