19 декабря 2012 г.
"Тăршшĕ – 10, сарлакăшĕ 6,4 метр чаврăмăр. Никĕс тарăнăшĕ – 80 сантиметр. Кĕтесĕсене вара тепĕр 40 сантиметр хушрăмăр..." – Светлана Григорьева хăйсем çурт çĕкленине прорабран кая мар ăнлантарать. Самантрах никĕс схемине ÿкерсе хучĕ. Эпĕ ăна юмах итленĕ пек тимлетĕп. Акă тетрадь ÿçрĕ те стройкăпа çыхăннă пĕтĕм шут ĕçĕ куç умне тухрĕ. "Хĕрлĕ тата çырă блоксем – 77200 тенкĕ, гравмасса – 18000 тенкĕ, хăйăр – 13000, кÿрсе килнишĕн – 6000 тенкĕ..." Кашни япалана кăсăкланса тинкеретĕп. Самантрах блокнота куçарса çыратăп. Пурăна-киле çурт хăпартас тейĕпĕр те, мĕн кирли акă – йăлт алă айĕнче. Тен, пултараймасран ахалех шикленетпĕр; Çулран çул пухатпăр, килтисемпе сÿтсе яватпăр. Вăхăт вара шăвать. Çаврăнса пăхатăн та – нухрачĕ те çук, керменĕ те. Акă Света пек шикленмесĕр тытас та çурт хăпартма тапратас...
Хуйхă мар тăк – телей тупаяс çукчĕ
Света вăтăр иккĕре çеç-ха. Сашăпа вăл пурнăçăн кăткăс самантĕнче паллашнă. Тĕрĕссипе, арçын та унпа пĕр майлă лару-тăрăвах лекнĕ. Света упăшкин пусмăрĕнчен хăтăлма шухăш тытнă. Саша вара ĕçкĕпе ашкăнакан арăмĕнчен йăлăхса çитнĕ иккен. Суд коридорĕнче пĕр-пĕрне ăнсăртран сăмах чĕнсе калаçу пуçарнă. Пĕри нушишĕн – арçынна, тепри хĕрарăма айăпланă. Пĕр-пĕрне пачах палламанскерсем кĕске самантрах чунĕсемпе çывăххине туйса илнĕ. Иккĕшĕн те ашшĕ-амăшĕ ку тĕнчере çук иккен. Арçыннăн та, хĕрарăмăн та – икшер ача. Хăйсен хушшинчи пĕр пеклĕхе татах та асăрханă вĕсем: виçесĕр эрех ĕçекенсене, пирус туртакансене сивленĕ. Ĕçкĕ – мĕн-пур инкек сăлтавĕ. Çакна вĕсем хăйсем тÿссе ĕненнĕ. "Хуйхă мар тăк – телей тупаяс çукчĕ – пирĕн пирки каланă сăмахсем", – пĕлтерет Света. Пурнăç урапи лакăма кĕрсе ÿкмен тĕк тĕл пулĕччĕç-ши вĕсем; Пилĕк çул каялла пĕр пĕрне тупса телей кÿме пулăшнăшăн паянхи кун та турра тав тăваççĕ арçынпа хĕрарăм.
Кама кирлĕ икĕ ачаллă хĕрарăм;
Светăна çамрăклах пурнăç тилхепине çирĕп тытма йывăр ачалăхĕ хистенĕ ахăртнех. Вун тăватă çулччен амăшĕпе Канашра хваттер тара илсе пурăннă вĕсем. Пĕр çĕрте тĕпленме май çукки хĕре хытă тарăхтарнă. Ÿсерехпе ашшĕ патне Вырăскас Пикших ялне куçса килнĕ. Светăн амăшĕпе уйрăлнă хыççăн пĕччен пурăннă арçын куншăн питĕ хĕпĕртенĕ. Анчах ĕçке ярăннăскер хĕрне ним ырри те кăтартайман. Килĕ-çурчĕ те юхăнсах пынă. Шкултан вĕренсе тухсан хĕрĕ Канашри финанс колледжне çул тытнă. Вăл çирĕп çемье çавăрма, укçа-тенкĕллĕ ĕçре вăй хурса ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме ĕмĕтленнĕ. Пĕр класра вĕреннĕ, каярахпа салтака ăсатса кĕтсе илнĕ пĕрремĕш юратăвне вун тăхăр çултах качча тухнă. Халĕ Света иртнине аса илме юратмасть. "Икĕ ачапа кама кирлĕ эсĕ; Пур пĕрех каялла таврăнатăн", – тăрăхланă упăшки унран уйрăлма шухăшланине пĕлсен. "Хам пекех икĕ ачаллине ĕнтĕ", – хуравланă хĕрарăм.
Светăн ĕмĕчĕсем тÿрре килсе пынă. Чăнах та, ĕçре ăна лайăх шалу тÿленĕ.
Кивçене кĕрсех пасарта киоск туяннă, тĕрлĕ тавар сĕннĕ. "Каярахпа лаптăка анлăлатрăм. Прораб ăсталăхĕ манра, ахăртнех, çавăн чухне туптаннă", – аса илет вăл халĕ. Пурăна киле киоска сутса çăмăл машина туяннă. Хăйĕн ача чухнехи пурнăçне тĕпренчĕкĕсем ан курччăр тесе тăрăшнă. Пĕчĕккисемпе килте ларнă чухне те ĕçлесе илме май тупнă: япала çыхса сутнă, косметика таврашĕпе те суту йĕркеленĕ.
Иккĕленÿ сирĕлнĕ
"Кăмăлĕ ырă, пĕрмаях шÿтлет. Шел качча: ăна ĕненес тĕк – шăпа пÿтсĕр арăм пÿрнĕ. Шапаша çÿрекенскерĕн алли те ырă ахăртнех", – çĕнĕ савнийĕнче лайăх енсем нумай асăрханă Света. Çапах иккĕленÿ канăç паман – те çыхланмалла ĕнтĕ ку арçынпа; Пĕринчен хăтăлса пĕтрĕм çеç, тепринпе хутшăну пуçарма иртерех мар-ши;" Саша патĕнче хăнара пулса курнă хыççăн çурт ăш-чиккин чухăнлăхĕ те тĕлĕнтернĕ хĕрарăма.
Суд Сашăн аслă ывăлне Кирилла ашшĕпе хăварма йышăннă, кĕçĕннине Вадима – амăшĕпе. Тăтăшах Мускава ĕçлеме çÿренĕрен ача пăхакан шыранă арçын. Кирилл çапла Света тĕпренчĕкĕсемпе Аньăпа тата Максимпа пурăнма пуçланă. Кĕçех Светăпа Саша пĕрле пурăнма тытăннă. Мăшăр пуласси шанчăклă арçын иккенне Света хăй курса ĕненнĕ. Упăшки нихçан та алă усса ларман: ÿрĕкскершĕн çапмалли-юсамалли тупăнсах тăнă. Кунсăр пуçне çепĕçлĕхĕпе кăмăла çавăрма пĕлнĕ. Çăварĕнчен усал сăмах тухса курман. Часах вĕсен пĕрлехи ачи Павлик çуралнă. Çакăн хыççăн мăшăр хут уйăрттарсах пр çемьене чăмăртаннă. Кăçал вара вĕсем Настьăна кун çути кăтартнă.
"Сашульăпа"
"Светуля" тата вĕсен ултă ачи
Халĕ Григорьевсен – ултă ача. Вадим та, вăхăтĕнче Сашăн пĕрремĕш арăмĕпе юлнăскер, ашшĕн туслă çемйинчех пурăнать. Светăн ачисем тăван мар ашшĕне "Сашуля" тесе чĕнеççĕ. Арçынăн пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ывăлĕсемшĕн ама çури амăшĕ – "Светуля". Кил-йыш Канаш районĕнчи Аслă Пикших ялĕнче, Светăн тăван çуртĕнче, тĕпленнĕ. Кăçал вĕсем пÿртре юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Верандăран кухня, апат çимелли, хăна йышăнмалли вырăн йĕркеленĕ, ăшă кĕртнĕ. Арçын ачасен – уйрăм пÿлĕм. Унта урок тумалли сĕтел, икĕ хутлă икĕ кровать вырнаçтарнă. Каласан çын ĕненес те çук, ăна Света 10 çулти Кириллпа тата çиччĕри Вадимпа пĕрле ăсталанă. Хăйсемех каснă-çапнă, сăрланă. Хĕрачасене валли те вырăн уйăрнă ашшĕпе амăшĕ. Анчах Настя хальлĕхе пĕчĕкрех-ха. Çавăнпа та вуннăри Аня кунта пĕчченех хуçаланать.
Ачасем кашниех пултаруллă. Вĕренÿре йăлт "пиллĕкпе" ĕлкĕрекен Аня, сăмахран, Интернетра хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕсен сайтне уçнă. Ÿкерме, тĕрлеме, тем те пĕр ăсталама ÿркенмеççĕ ачасем. Амăшĕ вĕсен ĕçĕсене республикăри тĕрлĕ конкурса тăратать. Ачисене аталантарас, вĕсен тавра курăмне ÿстерес тесе инçетри хуласене илсе тухма та ÿркенмест. Çулла кану лагерьне ăсатать. Сашăпа Света ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсем кил-çуртра тирпейлеççĕ, пахчара та, пÿртре те тем тĕрлĕ чечек ÿстереççĕ. Кирек епле ĕç те шанма пулать вĕсене. Ачасем çулла кăмака та хăйсемех сÿтнĕ. Çав шăпăрлансемпех Саша Вăтакас Татмăш ялĕнче икĕ хутлă çурт хăпартнине ĕненме те йывăр.
28 кунра çурт çĕкленнĕ
Света малтанах упăшкин кил-çуртне йĕркене кĕртме тĕллев лартнă. Арçын хăйне валли çурт çĕклейменнишĕн ял халăхĕ, тăванĕсен умĕнче именнĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче хĕрарăм Сашăн çуртне харпăрлăха куçарас ыйтупа çÿренĕ. Пурĕ çирĕм пилĕк пин тăкакланă вăл. Пĕрех тытăннă ĕçе вĕçне çитернĕ. Çу çитнĕ тĕле стройка пуçарма йăлтах хатĕр пулнă вĕсен. Ача кĕтекен Света пушăн 10-мĕшĕнче çăмăлланнă. Çу уйăхĕн вĕçĕнче никĕс яма ниме пухнă. Купалама вара Саша пĕчченех вăй çитернĕ. Арăмĕпе ачисем раствор çăрнă, кирпĕч йăтнă. Ирхи ултă сехетре ĕçе пуçăннă та тĕттĕмленичченех тăрмашнă. Çурт куç умĕнчех ÿссе пынă. Тăрă витме çеç пиччĕшĕ пулăшнă. Света шутласа пăхнă тăрăх, çурта 28 кунра хăпартса лартнă.
"Мĕншĕн Светăпа 10 çул каялла тĕл пулман-ши; Тахçанах керменте пĕремĕк çисе пурăнăттăмăр", – шÿтлет Саша. Хăйĕн аллипе çемйи валли çурт лартас ĕмĕтне пурнăçлама савнă мăшăрĕ хавхалантарнăшăн вăл чунтанах хĕпĕртет.
А.ИЗМАН.