АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕ ĕмĕртен ĕмĕре куçĕ

19 декабря 2012 г.

Вăрăм шывĕ çине вырнаçнă чи пысăк ялсенчен пĕри – Сиккасси. Кунта çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсем унăн ятне-сумне çĕклеççĕ. Хамăр тăрăхра кăна мар, республикăра чăннипех те чапа тухнă çынсем вара Сиккассинче сахал мар. Акă, хăшне-пĕрне кăна аса илер-ха: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн педагогикăпа психологи кафедрин заведующийĕ пулнă Сергей Петрович Ухъянкин профессор, Чăваш АССРĕн социаллă аталану министрĕ пулнă Ольга Ивановна Талля, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литературин кафедрин заведующийĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Михайлович Артемьев, Георгий хĕресĕн тăватă хут кавалерĕ Трифон Егорович Хонюков, техника наукисен кандидачĕ, ориентриовани енĕпе СССР чемпионĕ Юрий Баранов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Павлович Медведев....

Çак ятсем хушшинче Анатолий Иванович Миттов ячĕ уйрăларах тăрать. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăрах вăл талантлă художник, ăста ÿнерçĕ пулма пултарнă. Хăйĕн пултарулăхĕпе çуралса ÿснĕ тăван ялне кăна мар, Чăваш Республикин ятне тĕнче умне кăларнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 1999 çулхи августăн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ялти вăтам шкула А.Миттов ятне панă.

Анатолий Миттов çу-ралнăранпа раштавăн 13-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ. 13 число хăйĕнче темле асамлăх упрать теççĕ те, чăнахах та çаплах-тăр. Ахальтен мар пуль Миттовăн пултарулăхĕ ыттисенчен урăхла, хăйне евĕрлĕ. Унăн картинисенче ытти художниксен ĕçĕсенче тĕл пулакан пĕр пеклĕх çук. Кунта, тен, нумай вĕреннин, çÿллĕ шайри ăстасемпе çыхăнура пулнин витĕмĕ пысăк.

Миттовсен ашшĕпе амăшĕ ачисене дисциплинăна çирĕп пăхăнма вĕрентсе ÿстернĕ, тăватă ывăлне те аслă шкултан вĕрентсе кăларнă. Кил хуçисем çĕр çинче çирĕп тăракан тăн-тăн çынсем пулнă.

А.Миттовăн амăшĕ Феодосия Владимировна тутарла та, чăвашла та çырма, вулама пултарнă, вырăсла калаçма та аптрасах тăман. Ашшĕ, Иван Максимович, характерĕпе мăшăрĕнчен çирĕпрех те вăйлăрах пулнă. Вăл виçĕ çул тыткăнра ирттернĕ. Кайран пĕр нимĕç помещикĕ укçа тÿлесе хăй патне илсе кайнă. Унтан Иван Максимович икĕ хутчен тарасшăн пулнă, анчах кашнинчех ярса тытнă. Виççĕмĕш хутĕнче тарса ÿкнех. Темиçе çĕршыв урлă çуран утса чикĕ урлă каçнă, пурпĕрех тăван тăрăха çаврăнса çитнĕ. Вăл граждан вăрçинче те çапăçнă. Анатолий Миттов пĕтĕмпех ашшĕне хывнă: характерĕпе вăйлă, кăмăлĕпе çирĕп пулнă. Ачаранах илеме курма пĕлнĕ. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен 1947-1952 çулсенче Шупашкарти художество училищинче ÿкерÿ ăсталăхне малалла аталантарнă. Аслă шкула вĕренме кĕресси пĕр-ремĕш хутĕнче ăнăçсăр пулнă, Анатолий Иванович вара Ярославль облаçĕн художниксен юлташлăхĕнче çулталăк хушши художник пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн тепĕр çул Янкăлч вăтам шкулĕнче ачасене рисовани тата черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. 1954-1961 çулсенче Ленинградри живописьпе скульптура тата архитектура институтĕнче вĕреннĕ. Кунта вăл классика искусствин никĕсне тĕплĕн алла илнĕ. Çав вăхăтрах чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене, унăн тумне, эрешĕсене те тĕпченĕ.

Анатолий Миттов хăйне евĕрлĕ новаторла мел шутласа кăларнă. Унăн ĕçĕсенче тĕнчери ÿнер искусствипе чăваш халăхĕн ĕçĕсем пĕрлешнĕ. Анчах, шел пулин те, хăй вăхăтĕнче Миттова ăнланакансем пит сайра пулнă. Вăл ăслă, тарăн шухăшлавлă, пурнăçа ыттисенчен урăхларах хаклама пĕлни хăшне-пĕрне вĕчĕрхентернĕ паллах. Унăн ĕçĕсене паян тин хаклама, ăнланма вĕренсе пыратпăр тесен те йăнăш мар.

Сумлă ентешĕмĕрĕн юбилейне халалланă асăну каçĕ раштавăн 13-мĕшĕнче Сиккассинчи культура çуртĕнче иртрĕ. Шкул ачисем, ялти культура ĕçченĕсем çак кун тĕлне пуян программа хатĕрленĕ. Шкулта ачасем ăсталанă япаласен куравне йĕркеленĕ. Унта тем те курма май пулчĕ: йывăçран касса тунă эрешсем, вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе, сăрăсемпе ÿкерсем тунă картинăсем, хутран тунă кÿлепесем тата ытти те. Вĕренекенсен ĕçĕсене пăхсан кунти шкулта ал ĕç ăсталăхне пултаракан ачасем сахалах марри курăнать. Ку савăнтарать.

Уяв программине уçса шкул ачисен хорĕ А.Миттова, тăван яла халалланă юрăсем шăрантарчĕ. Мĕн килĕшрĕ: кун пек хор коллективĕсем паян шкулсенче сайрарах-тăр. Тата çакă та килĕшрĕ: кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем 10-15 çул каяллахи пек шкул тумĕпе пулни. Мĕнле илемлĕ капла, пурте пĕр пек, халь курма хăнăхнă ула-чăла тумтир мар. Класс ертÿçисем ашшĕ-амăшĕпе калаçса килĕшсе вĕренекенсене шкула куллен çакăн пек тумпа çÿретме йышăннă. Ачасем çавăн пекех художникăн кун-çулĕнчи интереслĕ тапхăрсене çутатса пачĕç, электронлă презентаци те пулчĕ. Тепĕр кăмăллă ен: программăна чăвашла йĕркелени (паянхи пурнăçра чăвашла мероприяти питех те сахал иртет). Ялти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ, "Салам" ансамбль чăвашсен ылтăн çÿпçери юррисене мăнаçлăн шăрантарчĕç. "Алран-кайми аки-сухи" юрă янраса кайсан залри халăх ура çине тăрса итлерĕ.

Юбилей каçне хутшăнма çак кун Шупашкартан та хăнасем килчĕç. Вĕсем – ЧР Культурăпа национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин профессиллĕ искусствăпа халăх пултарулăхĕн пайĕн специалисчĕ Надежда Юманова, Сиккассинче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литературин кафедрин заведующийĕ Юрий Артемьев профессор, Чăваш Енри Художниксен союзĕн председателĕ Василий Кузьмин, Ева Лисина писатель, теле- тата радиожурналистсем. Тухса калаçакансем кашниех А.Миттовăн чăваш ÿкерÿ искусствинчи тÿпи вышкайсăр пысăк пулнине палăртрĕç. Çак тăрăхра малашне те талантлă çынсем çитĕнессе шаннине каларĕç.

Ева Лисинан аса илĕвĕсем уйрăмах чуна пырса тивмелли самантсемпе пуян пулчĕç. Анатолий Миттов Ева Лисинан пиччĕшĕпе Геннадий Айхи поэтпа питĕ туслă пулнă. (Сăмах май, вĕсен творчествине 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче авангардизм тесе хаклатчĕç, ыттисенчен уйрăлса тăракан пултарулăх). Геннадий Николаевич пулăшнипе Миттовăн чылай картини ют çĕршывсенче – Англире, Швецире, Норвегире, Германире, Югославире, Венгрире, Швейцарире, ытти патшалăхра – паллă. Ева Николаевна Анатолий Ивановича питĕ лайăх пĕлнĕ, пĕр-пĕринпе хутшăннă, художникăн мăшăрĕпе Олимпиада Таллерова-Миттовăпа çывăх юлташсем пулнă. "Миттов вăл – усал вăйсене çĕнтернĕ художник, çутă çын. Сиккасси вăрманĕсем çине эпĕ унăн куçĕсемпе пăхатăп, Сиккасси илемĕсене те кунта Анатолий Миттов çуралнăшăнах юрататăп", – терĕ паллă çыравçă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Анатолий Егоров салам сăмахĕсем каланă хыççăн Канаш çĕрĕн мухтавлă çыннисем – Çеçпĕл Мишшипе Анатолий Миттов – çинче чарăнса тăчĕ. Çеçпĕл Мишши пулнă вырăнсенче пур çĕрте те палăк пур. А.Миттова асăнса вара хальлĕхе нимĕнех те çук. (Шупашкарти Миттов бульварĕсĕр, ун ячĕпе хисепленекен ялти шкулсăр пуçне). Çавăнпа та Анатолий Николаевич çак çитменлĕхе пĕтерме сĕнчĕ, шкул умĕнче А.Миттов палăкне вырнаçтарсан аван пулмаллине палăртрĕ. Лайăх шухăш. Музей та йĕркелеме пулать. Хăй вăхăтĕнче Сиккассинче самаях пуян фондлă музей пурччĕ. Унти экспонатсем ăçта та пулин паян кунчченех тĕрĕс-тĕкел упраннине шанас килет. А.Егоров музей валли пĕрремĕш экспонат пултăр тесе шкула илемлĕ картина парнелерĕ. Çавăн пекех Виталий Яковлев художник, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Бабанов та хăйсен картинисене пулас музей валли парнелерĕç.

Юлашкинчен художникăн шăллĕ Виталий Миттов сăмах илчĕ. Виталий Иванович хăйĕн пиччĕшне сума сунăшăн, унăн ятне асра тытнăшăн ял-йыша, шкул коллективне, хăнасене чунтан тав турĕ.

Шкул ачисем хăйсен аллипе ăсталанă япаласене хăнасене парнелерĕç. Унтан Анатолий Миттовăн тăванĕсемпе Шупашкартан килнĕ хăнасем художникăн вил тăприйĕ çине çитсе килчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.

Пурăнать-ха Миттов. Вăхăт иртнĕ майăн вăл хăй çинчен ытларах та ытларах аса илтерет, хăйне тарăнрах ăнланма майсем туса парать. Çак тăрăхра вăй илсе çитĕнекен пулас ăрусенчен те Анатолий Иванович пек маттур художниксем çуралас шанăç пысăк.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика