АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

19 декабря 2012 г.

Министр предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ

Канаша ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ А.Табаков килнĕ. Вăл хула администрацийĕн ĕçĕсене тăвакан Л.Ивановăпа "Канашри автоагрегат завочĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхне çитсе курнă. Предприяти директорĕ С.Кожаев кунти ĕçсен приоритетлă тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Министр калаçу вăхăтĕнче туса кăларакан продукцисен пахалăхне тĕрĕслесси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ, çамрăк кадрсем хатĕрлесси мĕнле пынипе интересленнĕ.

Министрăн ĕç программин тепĕр пункчĕ "Девелей" тулли мар яваплă пĕрлĕхре пулнă. Пĕрлĕх директорĕ М.Садыков хăнасене цехсем тăрăх илсе çÿренĕ, предприятин малашлăхĕпе тата продукцин ассортименчĕпе паллаштарнă. Çак тĕл пулура та производствăна ĕç вăйĕпе тивĕçтерес ыйту сиксе тухнă. Паянхи кун тĕлне предприятие кирлĕ специалистсене кунтах вĕрентеççĕ.

А.Табаковăн çул çÿревĕ "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн шăратупа пуçтарăвăн универсаллă корпусĕнче вĕçленнĕ. Алексей Петрович производство хăвачĕпе, технологи процесĕн тĕп тапхăрĕсемпе паллашнă.

Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн ентеш те пур

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви "Чăваш Республикинчи çут çанталăк сыхлавĕ тата вăрман отраслĕнче ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлĕ" темăпа ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсем тата журналистсем хутшăннă.

Конкурс тĕллевĕ – вăрман сыхлавĕн тата вăрман комплексĕн актуаллă ыйтăвĕсене çутатасси, вăрман ĕçченĕн профессине популяризацилесси тата вăрман ресурсĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.

"Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçатсенче пичетленнĕ чи лайăх материал" номинацире пирĕн районти Зеленый поселокра пурăнакан, профсоюз активисчĕ, Канаш лесничествин вăрмансене çĕнĕрен чĕртес енĕпе ĕçлекен инженерĕ Иван Федоров çĕнтернĕ.

Культура ĕçченĕсем пухăнса калаçнă

Районти ял тăрăхĕсен тĕп Культура çурчĕ "Модернизаци условийĕсенче культурăпа кану ĕçĕсене планласси, учет тата отчет" темăпа практикум семинар ирттернĕ.

Тĕп культура çурчĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ З.Николаева çулталăк отчетне тума кирлĕ документсене мĕнле хатĕрлемелли çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Культура учрежденийĕсен паянхи актуаллă теми вăл – учрежденисен ĕçĕсене çĕнĕ условине куçарасси. Çакăн çинчен район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева каласа панă, залран панă ыйтусене хуравланă.

Семинарта Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен патшалăх учрежденийĕн Канаш хулипе районĕнчи пăхса тăракан пайĕн пуçлăхĕ А.Шакин тата В.Кириллов аслă инспектор тухса калаçнă. Вĕсем хулапа районта пушар енĕпе мĕнле лару-тăру пулнипе паллаштарнă, çавăн пекех Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене ирттернĕ чухне мĕнле правилăсене пăхăнмалли çинчен каласа панă.

Ача киле телей илсе килет

Район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕнче раштавăн 13-мĕшĕнче çуралнă 500-мĕш ачана регистрациленĕ. Уçырма ялĕнче пурăнакан Эдуардпа Ксения хăйсен тĕпренчĕкне Варвара тесе çыртарнă. Хĕр пĕрчи – Петровсен çемйинче иккĕмĕш ача.

Раштавăн 14-мĕшĕнче Канашра тата тепĕр çын хушăннă. Вăл – 2012 çулхи 650-мĕш ача. Сергейпа Екатерина Гусевсем арçын ачана Николай тесе ят пама кăмăл тунă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика