АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕрле автоинкек тăвакансен йышĕ ÿснĕ

19 декабря 2012 г.

Кăçал кăрлач-чÿк уйăхĕсенче районта пĕтĕмпе 84 автоинкеке шута илнĕ, вĕсенче 17 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 114-шĕ сусăрланнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан лару-тăру çивĕчленнĕ, аварисен шучĕ 13,5 проц. чухлĕ ÿснĕ, унта вилекенсен шучĕ – 41,7 проц., аманнисен – 12,9 проц. Водительсем руль умне ÿсĕрле ларни вара питех те пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен водительсем ÿсĕрле автоинкек туни 125 процент чухлĕ ÿснĕ, вĕсен айăпĕпе сусăрланнисен йышĕ 28,6 процент чухлĕ пысăкланнă.

Çынсен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварас, автоинкексен шутне чакарас тата сирсе ярас тĕллевпе раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен районта "Ÿсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртнĕ.

Çак тĕллевлĕ мероприятин пĕлтерĕшне палăртса хăвармалла. РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн ДПС инспекторĕсем профилактика мероприятийĕ иртнĕ вăхăтра автомашинăсене чарса водительсен "сывлăхĕпе" паллашаççĕ, ÿсĕр е хĕрĕнкĕ водительсем çул çинче инкек тума пултарассине сирсе яраççĕ. Урă марскерсем инспекторсен аллине çаклансан руль умне часах лармĕç паллах. Йĕркене пăсакан водительсен "правине" вăхăтлăха туртса илнипе пĕрлех 15 талăкчен арестлеме те пултараççĕ.

Д.ГУСЕВ,

РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика