АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе пуян, пултаруллă

14 декабря 2012 г.

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кунĕ иртрĕ. Уява хатĕрленсе Улаксар клубĕнче Вячеслав Александров ăстаçăн ал ĕçĕсемпе курав йĕркелерĕмĕр. "Ÿркенмен – ăста пулнă", – теççĕ çав. Мĕн анчах çук пулĕ кунта. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе тĕрленĕ рамă ăшĕнчи ÿкерчĕксем пĕринчен тепри илемлĕ, ячĕсем тет пур вĕсен: "Улыбающийся ангел", "Роза с цветами", "Христос с овцами", "Три богатыря", "Дикий мир", "Святой Николай чудотворец". Фанера ывăс çинче Нарспи сăнне çунтарса ÿкернĕ. Йывăçран касса кăларнă ăмăрт кайăк, тарелка, тĕрлĕрен шкатулка. Кофе банкисенчен касса кăларнă сĕтелпе креслăсем, йĕпсем чикмелли хатĕр. Çип вырăнне тĕрлĕ тĕслĕ пралукпа тата лескăпа усă курса чăваш тĕрриллĕ пĕчĕк кавирсем, Шупашкар хулин гербне ăсталанă. Питĕ кăткăс ĕç ку, мĕнле чăтăмлăх çитернĕ ĕçне вĕçлеме. Хутран ăсталанă акăшсем тата епле илемлĕ. Сăмахпа калани çеç çителĕксĕр, ăстаçă ĕçĕсене курсан чун хĕпĕртет, пирĕн таврара чунпа пуян та пултаруллă çынсем пурришĕн савăнас килет.

Çывăхарах паллашар-ха унпа. Вячеслав Геннадьевич 55 çул каялла Улаксар ялĕнче Александровсен çемйинче кун çути курнă. Ача ĕçе камран вĕренет, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен. Ашшĕ çумĕнче йывăçран чутлама-каскалама, амăшĕнчен вара тĕрĕ тĕрлеме вĕренет. Славик шкулта вĕреннĕ вăхăтра та ĕç урокĕсенче хăйĕн ĕçĕсемпе вĕрентекенсене тĕлĕнтеретчĕ.

Шуркасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1974 çулта Мари Элри Звенигово хулине речной училищĕне вĕренме кĕнĕ. Кайран Атăл шывĕ тăрăх тавар турттаракан теплоходпа рулевой пулса ишсе çÿренĕ. 1976 çултан пуçласа Белоруссинче ракетăсен чаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Хĕсметрен таврăнсан Г.Александров Кÿкеç поселокĕнче водителе вĕренсе тухнă. Тăван колхозра шофер, каярах кладовщик, склад заведующийĕ, пушар машини çинче водитель пулса тимленĕ.

1983 çулта çамрăк каччă Çĕрпÿ районĕнчи Юськасси ялĕнчи сăпайлă та чипер хĕрпе çемье çавăрать. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Савнă мăшăрĕпе икĕ хĕре пурнăç парнелерĕç. Ачисем телейлĕ, аван пурăнччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Аслă хĕрĕ Рада (1986 çулта çуралнă) шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ университетран, филологи факультетĕнчен, вĕренсе тухнă, халĕ Санкт-Петербургра менеджер пулса ĕçлет. Кĕçĕнни Ольга (1991 ç.ç.) кулинари техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Чăваш Республикин администраци тытăмĕнче апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăнă çĕрте вăй хурать.

Александровсем ялта хисеплĕ çынсем. Çуллахи вăхăтра пÿрт умĕнче те, кил картинче те тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе киленме пулать. Кил-çуртра тирпей-илем хуçаланать, кĕрсен тухас та килмест.

Килте хуçа хăй аллисемпе шкафсем, буфет, пукансем ăсталанă. Паянхи куна ăстаçă "Матрона Московская" тĕрĕ тĕрлеме пуçланă. Александров ăстаçă ĕçĕсене клубри куравра çеç мар, ял уявĕсенче те, районти акатуйĕнче те курав йĕркелесе халăха паллаштартăмăр. Пĕрисем ун ĕçĕсене фотоаппаратпа ÿкерсе илеççĕ, теприсем: "Ĕçĕсем питĕ килĕшеççĕ, сутлăх пур-ши унăн;" – тесе кăсăкланаççĕ.

Вячеслав Геннадьевичăн ĕçĕсем малалла та ăнсах пыччăр, çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр ăна.

Р.ГРИГОРЬЕВА,

Улаксар клубĕн администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика